
«Раççейри ĕç» кадрсен центрĕн Вăрмарти уйрăмĕн ĕçченĕсем Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен 15 шкул ачи валли округри малта пыракан «Аквапром» предприятине экскурси йĕркеленĕ.
Шкул ачисене производствăра кĕтсе илсе ĕçре кирлĕ техника специальноçĕсемпе паллаштарнă. Ачасем электрогазосварщиксен, слесарьсемпе малярсен ĕç вырăнĕсене курчĕç, гидроаккумуляторсемпе сарăлакан пичкесене туса хатĕрлекен ĕç процесĕпе паллашнă.
Производство директорĕ Андрей Павлов, кадрсен центрĕн консультанчĕсем çамрăксене тĕллевлĕ вĕрентÿ программи пирки тĕплĕ каласа ăнлантарнă. Пулас судентсемшĕн ку шанчăклă социаллă лифт: предприяти вĕрентсе кăларассине хăйĕн çине илет, хушма стипенди тÿлет, диплом хÿтĕленĕ хыççăн тÿрех ĕçе вырнаçтарассине гарантилет. Ку ĕçе те «Кадрсем» наци проекчĕ шайĕнче йĕркеленĕ.
