ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускавра РФ Правительствин Председателĕн çумĕпе — финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă. Икĕ ен республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене, бюджет шайлашулăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Чăваш Ен экономики ÿсĕм кăтартать: пĕрлештернĕ бюджет тупăшĕ 9 уйăхра 134 миллиард тенкĕ ытла пулнă. Бюджет политикин тĕп приоритечĕ — çынсен умĕнчи социаллă обязательствăсене пурнăçласси.
ЧР Пуçлăхĕ федераци пулăшнипе республикăра пысăк объектсем пурнăçланнине пĕлтернĕ: Шупашкар хулинчи «Акварель» тата «Çĕнĕ хула» микрорайонсенче 825 тата 1400 вырăнлăх шкулсем, Вăрмар больницин поликлиники, 9-мĕш номерлĕ спорт шкулĕ çумĕнче ишев спорткомплексĕ, Шуршăлти А.Г. Николаев ячĕллĕ музей реконструкцийĕ. Çитес çулта республикăри клиника больницин çĕнĕ инфекци корпусне тума пуçлас ыйту та кун йĕркинчех тăрать.
Федераци центрĕн пулăшăвĕ парăмсене чакарма витĕм кÿни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ятарлă программăпа республикăра 2025–2026 çулсенче 5,7 миллиард тенкĕ парăм укçине шутран кăларнă. «Пысăк объектсем тума регионăн укçи-тенки çеç çителĕксĕртерех. Федераци центрĕ пулăшу пани паха, унсăрăн, паллах, май та çук мĕнпур ĕçсене пурнăçлама. Эпĕ чун-чĕререн Раççей Финанс министерствине тата Антон Германовича пирĕн командăна тĕрев панăшăн тав тăватăп. Малашне те республикăра пурăнакансен ырлăхне лайăхлатас тĕллевпе Раççей Финанс министерствипе тата Правительствипе килĕшÿллĕ ĕçлесе пыма тăрăшăпăр», — палăртнă Олег Николаев.
ЧР ПА пресс-служби
