И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Çар вĕрентÿ центрĕнче «Время СВОих героев» ятлă интерактивлă хутлăх уçăлнă. Вăл истори материалĕсене, хальхи технологисен тата ентешсен — ятарлă çар операцийĕн участникĕсен — чăн историйĕсене пĕрлештернĕ. Кун пек лапамсем аслă шкулсен çумĕнчи çар вĕрентÿ центрĕсенче урăх ниçта та çук.

«Время СВОих героев» хутлăхăн тĕл­левĕ хальхи вăхăтри çынсен паттăрлăхне астăвăмра упраса хăварассипе тата вĕсен историйĕсемпе çамрăксене паллаштарассипе çыхăннă — Чă­ваш патшалăх университечĕн çĕре яхăн студенчĕ çар ĕçĕсене хутшăннă тата халĕ хутшăнать.

Куракансене валли пилĕк зона йĕркеленĕ: пилотсăр вĕçекен аппаратсене вĕçтересси, çар пурнăçне сăнлакан «Блиндаж», «Паттăрсен ленти» интерактивлă галерея, СВО истори­йĕн мультимедийлă музейĕ тата салтаксемпе тĕл пулмалли, хăюлăх урокĕсемпе мастер-классем ирттермелли презентаци лапамĕ.

«Время СВОих героев» хутлăха студентсем те, кăмăл тăвакан ытти çынсем те килсе курма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика