dca6b83e 36cb 451c 8f6b 1f61516b0a68Полицие пулăшу ыйтма пыракан округра пурăнакан çынсемшĕн участковăй час-часах пĕрремĕш çын пулса тăрать. Вăл заявленисем йышăнать, çынсем хушшинчи хирĕçÿсене тишкерет, профилактика ĕçне йĕркелет, хăйне çирĕплетсе панă территорири лару-тăрăва тимлет. Кашни çулах ноябрĕн 17-мĕшĕнче шăпах çак служба сотрудникĕсене уяв ячĕпе — Полицин участокри уполномоченнăйсен кунĕпе — саламлаççĕ. Полицин учас­токри уполномоченнăйĕ — ятарлă приказпа административлă учас­ток çирĕплетсе панă Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ. Преступленисен уйрăм категорийĕсемпе ĕçлекен сотрудниксемпе танлаштарсан, участковăй ытларах хăйне шанса панă территорире пурăнакансемпе хутшăнать, хăйĕн участокĕнчи уйрăмлăхсене аван пĕлет.

Вăрмар округĕнчи Вăрмар поселокĕнче пурăнакан граждансемпе Александр Юрьевич Сотников участковăй ĕçлет. Александр Юрьевич аслă лейтенант Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин «Урмарский» уйрăмĕнче 2018 çултанпа вăй хурать. 2020 çултан вăл çак уйрăмра участковăй тивĕçĕсене пурнăçлать. Поселокри кашни кĕтесе, пурăнакансене чылайăшне паллать. Çакă кулленхи ĕçре пулăшса пырать Вăрмар «Анискинне».

Аса илтеретпĕр, 2023 çулта Александр Сотников «Халăх участковăйĕ — 2023» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регионти тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулса тăнăччĕ.

2023 çулхи октябрь уйăхĕнче канмалли кун пулнине пăхмасăр ăна ĕçе чĕнсе илнĕ. Поселок центрĕнче каçхине такам хурахла ĕç тунă пулнă: икĕ павильонăн чÿречисене ватса çĕмĕрнĕ, пилĕк автомашинăна сиен кÿнĕ. Ĕçе кайнă май çул çинче Александр Сотников хăй шучĕпе преступник пулма пултаракан çынна тĕл пулнă, ăна тытса чарса полици уйрăмне илсе çитернĕ.

Паянхи кун та Александр Юрьевич çăмăл мар службăри тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, пур яваплăхпа пурнăçлать. Шанчăклă, дисциплина тĕлĕшĕнчен çирĕп сотрудник, ĕçтешĕсем хушшинче хисепре.

«Вăл яланах пире вăхăта пăхмасăр пулăшма тăрăшать. Питĕ тимлĕ, йăлтах ăнлантарса парать», - теççĕ ун пирки Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем.

Александр Сотников çемьеллĕ, мăшăрĕпе Наталия Сергеевнăпа икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекен аслă ывăлĕ Тимофей та ашшĕ пекех полици сотрудникĕ пулма ĕмĕтленет иккен.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика