Кĕлкешри культура çурчĕн строительство объектĕнче черетлĕ ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Ĕçлĕ визитпа унта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Татьяна Васильевна Казакова пулчĕ. Кĕлкешре пурăнакансемшĕн çак паллă пулăм пулчĕ.

Татьяна Казакова кивĕ клуб вырăнĕнче хăпарт­са лартнă çĕнĕ культура çурчĕн строительствипе çыхăннă ĕçсемпе паллашрĕ. Ку объект строительствине «Çемье» наци проекчĕ тата «Культурăпа туризм аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ — 64 миллион тенкĕ. Çак суммăран 56 миллионне Чăваш Ен Правительстви пулăшнипе республика бюджетĕнчен уйăрнă. Çĕнĕ Культура çурчĕ 72-75 вырăнлăх пулĕ, шалта концертсемпе уявсем ирттерме пысăк та хăтлă зал, ял библиотеки пулĕ. Хальхи вăхăт тĕлне объект патне çутçанталăк газне илсе çитернĕ, шыв пăрăхне выр­наçтарнă, шалти ĕçсем пыраççĕ.

Çавăн пекех пушар сигнализацийĕ, çутатакан приборсем, видеокамерăсем, хутса ăшăтмалли тытăма вырнаçтарнă. Контрактпа палăрт­нă тăрăх, ĕçсене пĕтĕмĕшле 2027 çулхи январь уйăхĕнче вĕçлемелле, апла пулин те çĕнĕ культура çуртне кăçалхи декабрь уйăхĕнчех уçма палăртаççĕ. Татьяна Казакова ĕçсен хăвăртлăхĕпе пахалăхне пысăк хак панă. Вăл палăрт­нă тăрăх, çакăн пек учрежденисем йăла-йĕркесене упрамалли условисем туса пĕр ялта пурăнакансене кăна мар, юнашар ялсенчи çынсене те пĕр чăмăра пухăнма май параççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика