Чăваш Республикин çул-йĕр комплексĕ 2026-2027 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрăн условийĕсенче ĕçлеме туллин хатĕрленнĕ. Кун пирки ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров пĕлтернĕ.
Кăçал вырăнти çулсен пахалăхне пысăк тимлĕх уйăрнă. 2027-2029 çулсенче вырăнти çулсене пăхса тăма 2,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Ку вăл унчченхи тапхăртипе танлаштарсан 300 млн тенкĕ нумайрах.
Регионти автомобиль çулĕсен тăршшĕ 12,9 пин километрпа танлашать, вĕсен çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтересси малти вырăнта. Регионти трассăсене çĕнĕ стандартпа пăхса тăраççĕ, пăрлакпа кĕрешме тата экологие сиен кÿрес мар тесе техникăллă таса тăварпа е ăна 50 процент хутăштарса усă кураççĕ. Техника паркĕ те — 800 единица ытла — ĕçе хатĕр. Вĕсен ĕçне онлайн тимлесе тăма техникăна Глонасс тытăмпа тивĕçтернĕ. МАХ мессенджерта чат уçнă, унта Транспорт министерстви, «Чувашупрдор», Патшалăх автоинспекцийĕ тата подрядчиксем ыйтусене оперативлă татса параççĕ.
Вăрмар округĕн администрацийĕн даннăйĕсем тăрăх, 2026 çулта округри çулсене пăхса тăма 27561,92 пин тенкĕ уйăрнă. Район пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автоçулсене хальхи вăхăтра «Ликта» тулли мар яваплă общество тимлет /контрактпа килĕшÿллĕн — 2026 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен\. Подрядчикăн техника паркĕнче урапаллă 1 трактор, комбинациллĕ çул-йĕр машини — 2, хăйăрпа тăвар хутăшĕ — 44 тонна.
Кăçалхи декабрь уйăхĕнче тата 2027 çулта автоçулсене пăхса тăма подрядчике палăртассипе аукционсем пыраççĕ. Вĕсем вĕçленсен çул-йĕр техникине, пăрлака ирĕлтерекен материалăн, çав шутра таса тăварăн, запасĕсене хатĕрлес ĕç малалла тăсăлĕ.
Районти çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăма çул-йĕр техникин 16 единицине ĕçе явăçтарма планланă /комбинациллĕ çул-йĕр машини — 6 единица, автогрейдерсем — 2 единица, экскаваторсемпе погрузчиксем — 2 единица, бульдозерсем — 2 единица, юр хыракан урапаллă тракторсем — 4 единица/.
Ирина ДАНИЛОВА
