
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.Тĕп тема — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ. Информушкăнсем Арапуç, Энĕшпуç, Энтрияль ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа тĕл пулса калаçрĕç. Информкун ĕçĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар округĕнчи Обществăлла палатăн председателĕ Людмила Голубева тата ыттисем те хутшăннă. Уçă калаçу вăхăтĕнче яваплă çынсем халăхпа ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчи тĕп шухăшсене сÿтсе яврĕç.
Надежда ШИШКИНА
