Паллах, кашни урамрах - механизатор, çĕр ĕçченĕ, утарçă, пушарнăй, çар çынни, предприниматель, хăй ĕçĕпе ĕçлекен е ытти енĕпе тăрăшакан пур. Кашни пирки ырă сăмах каланă. Кашни урамрах паллă ентешсем – пĕрисем производствăра, теприсем бюджет тытăмĕнчи ĕçре палăрнă, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Тепри вара ялти пурнăçра ытла палăрмасăрах ĕмĕр ĕмĕрленĕ. Çапах та вĕсен мăнаçланма сăлтавĕ пур – вĕсем çинче ял пурнăçĕ тытăнса тăрать, малалла каять, аталанса пырать. Чи мухтавлисем вара йышлă ача-пăча çитĕнтернĕ! Тĕп урамра пурăнакан Петр Ефимовичпа Елизавета Андреевна Ефимовсен /Сапас Петрисен\ - 10 ача. Николай Ивановичпа Анна Александровна Ивановсен - 5 ача. Çырма урамĕнчи Николай Прокопьевичпа Мария Федоровна Хмелевсен - 7 ача. Çĕнĕ урамра пурăнакан Иван Петровичпа Мария Игнатьевна Петровсем 6 ачана ура çине тăратнă. Çĕнĕ урамра пурăнакан Иван Петровичпа Мария Александровна Мальковсем пилĕк ывăл та 2 хĕр ÿстернĕ. Завод урамĕнчи Смолинсен çемйинчи 5 ывăлĕ те çар чинĕпе майора çитнĕ. Çак урамрах Автономий Ефимовичпа Александра Егоровна Ефимовсем пурăннă. Иккĕшĕ те Тăван çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă. Вĕсен 4 ача çитĕннĕ.
Чыс та сăвап Раççей халăх йышне ÿстерекен пултаруллă ашшĕпе амăшне!
Чукун çул урамне вĕрентÿçĕсен урамĕ тесен те юрать. Тата вăл 80 çул е ытларах та пурăнакансемпе пуян. «Çак пĕчĕкех мар урам Энĕшпуç ял историнче, йăли-йĕркинче уйрăм йĕр хăварса палăрса тăрать», - тет автор. Тата тепĕр интереслĕ хыпар: Çĕнĕ урамра пурăннă Владимир Александрович Петров алă ăсти пулнă. Тĕрлĕ ĕçре пултарнă. Уйрăмах йывăçран илемлĕ япаласем касса хатĕрлессипе маттур пулнă вăл. Хăй аллипе цимбал ятлă музыка инструменчĕ ăсталанă. Пĕчĕк ещĕк пек савăтри струнасене йывăç мăлатукпа çапса илемлĕ кĕвĕсем каласа Вăрмарти культура çуртĕнчи концертра халăха тĕлĕнтернĕ. Вăл çавăн пекех аккордеон, хуткупăс, баян, балалайка каланă. Унăн Алексей ятлă ывăлĕ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Сăмах майăн калам: кĕнекере 1941-1945 çулсенчи вăрçăра Тăван çĕршывшăн çапăçнă ентешĕсем, Афганистан вăрçине хутшăннă çамрăксем пирки те каланă, çаплах Украинăри хирĕç-тăрура паттăрлăх кăтартакан энĕшпуçсем çинчен те çырнă. Пурĕ 31 çамрăк унта Тăван çĕршыва хÿтĕлет, шел, вĕсенчен 6-шĕ паттăрлăх кăтартса пуç хунă. Хыпарĕ нумаях мар, эппин Иван Васильевич материал пухса çав паттăрсене халалланă кăларăм хатĕрлетех.
Çĕр çинче мĕнле кăна специальноç пур, пурне те Энĕшпуç çыннисем алла илнĕ пек: ял хуçалăх ĕçченĕ, промышленноçра тăрăшакан, пушарнăй, çар хĕсметĕнче тăракан, саккунлă йĕркелĕхе сыхлакан, чукун çул çинче ĕçлекен, çын прависене хÿтĕлекен, вăрманçă, медицинăри сиплевçĕ, тĕрлĕ ăслăлăхра кандидат е доктор степенĕсене тивĕçнисем – пурне те каласа та пĕтереймĕн. Çапах та кашни урамрах, килсерен тенĕ пекех ачасене воспитанипе пĕлÿ паракан пуррине палăртам, учительсен династийĕ кăна миçе те… Е тата Качака урамĕ. Ăна хăюллăнах ÿнерçĕсен урамĕ теме пулать. Пурĕ 13 художника асăнать автор. Вĕсенчен В.П.Дмитриев шкулти Çар Мухтавĕн музейĕ валли «Энĕшпуçсем 1941-1942 çулсенче хÿтĕлев чиккисем чавма хутшăнни» картинăна çырнине палăртам. 1970-мĕш çулсенче ЧАССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.П.Васильев ачасене илемлĕ ÿкерме вĕрентнĕ – автор ун пирки те ăшă сăмахсем калать.
Ялта ĕçчен, вăр-вар, паянхи пурнăçа ăнланакан çынсем пурăнаççĕ. Акă, Павлова Людмила Витальевна 2019 çулта хăйĕн кафен иккĕмĕш хутĕнче 12 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ, кунта ял çыннисем пурнăçра кирлĕ хатĕр-хĕтĕр çĕлеççĕ. Кафере вара уявсем ирттерме меллĕ.
Кĕнекере 2011-2025 çулсенче ялта мĕн пулса иртнине кĕскен çутатса пыни те паха пулăм тесе калас килет. Хаçат-журналсенче Энĕшпуç пирки мĕнле-мĕнле материал пичетленнĕ-ши? Вĕсем те кăларăмра вырăн тупнă. Çапла ялăн кун-çулĕ çырăнать вĕт!
Пĕтĕмлетсе каласан, лайăх кĕнеке хатĕрленĕ Иван Васильевич. Тăван ялне хаклă парне туса пачĕ, çаплах Вăрмар тăрăхĕн таврапĕлĕвне паха кăларăмпа пуянлатрĕ.
Василий Цыфаркин
