DEVXjeZjlwmP131D nXbpRooyYY4xxaz1mGcVCZMcmCBtLnlSSQty6VVlney1Dc vypye qZbL5fr1wKZlpUPRl7

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Вăрмар район хаçачĕ «Хĕрлĕ ялав» 95 çулхи сумлă юбилейне кĕтсе илчĕ. 95 çул ĕнтĕ тăван хаçатăмăр Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакансене актуаллă информаципе туллин те вăхăтра тивĕçтерсе тăрать, редакци ĕçченĕсем вара яланах пурнăçпа тан утса умри тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Савăнăçлă уяв ячĕпе «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев саламларĕ, хаçат пĕлтерĕшĕ халăхшăн çав тери пысăк пулнине палăртрĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат округра, республикăра, çĕршывра пулса иртекен пулăмсене вулакансем патне илсе çитерет, Вăрмар округĕн социаллă тата экономика пурнăçне çутатса тăрать, эпир мĕн ĕçленине кăтартса малалла тата тăрăшуллăрах вăй хума хавхалантарать. Район хаçачĕ пирĕншĕн яланах малти вырăнта тăмалла, вăл кашни килтех, кашни организацинчех пулмалла, ăна пурин те çырăнмалла», — терĕ вăл.

Василий Викторович редакци ĕçченĕсене хастар ĕçленĕшĕн тав турĕ, редакци ветеранĕсен хаçат аталанăвĕнчи пысăк тÿпине палăртрĕ. Унтан пичет отраслĕнчи нумай çулхи тухăçлă ĕç-хĕлшĕн тата «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 95 çулхи юбилейĕ ячĕпе хаçатăн тĕп редакторне Зинаида Павловăна, çавăн пекех Ирина Артюкова, Эвелина Михайлова, Ирина Данилова редакторсене Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Унсăр пуçне реклама енĕпе ĕçлекен менеджер Ирина Николаева «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Хаçатăн тĕп редакторĕ Зинаида Павлова редакцинче ĕçлекенсен ячĕпе сăмах илчĕ, хаçатăн тумхахлă та мухтавлă çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕ, хаçатпа нумай çул çыхăну тытакансене, ăна çырăнса илекенсене ăшшăн тав турĕ. Хальхи вăхăтра шăпах та çырăнтару кампанийĕ пырать, çав шутра «Хĕрлĕ ялав» хаçата 2027 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнтараççĕ. Çавăнпа пирĕн хисеплĕ вулаканăмăрсене район хыпарçипе малашне те туслă пулма чĕнсе калатпăр. «Хĕрлĕ ялав» хаçата районти çыхăну уйрăмĕсем урлă тата редакцинче альтернативлă майпа çырăнма пулать.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика