Иртнĕ кунсенче райадминистраци
пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе эко-
логи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, кун-
ти ертсе пыракан специалист-эксперт
В.Черкасов районти тĕрлĕ хуçалăхсене
çитсе курчĕç.
Малтанах «Иванова О.А.» хуçалăхĕнче
пулчĕç. Хуçалăхра 577 гектар çĕрпе усă
кураççĕ. 2017 çулта 160 гектар кĕрхи тулă
акнă, к¸çал 60 гектар çурхи тулăпа урпа,
75 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăк
пĕлтĕртенпех çитĕнет. Çĕр улмине 40 гек-
тар çинче лартнă. Ĕçлĕ ушкăн пынă кун
хуçалăхра çурхи тулăна тата çĕр улмин
«Гала» сортне пухса кĕртес тесе тăрăшат-
чĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх туллăн
вăтам кăтартăвĕ пĕр гектар пуçне шутла-
сан 30 центнер тухать. Çĕр улмине çак кун
тĕлне 25 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ,
малтанлăха палăртнă тăрăх вăл пĕр гек-
тартан 250 центнер тухать. 2019 çул валли
кĕрхи культурăсене 230 гектар çинче акса
хăварма палăртнă пулсан паянхи кун тĕл-
не 208 гектар çинче акнă.
Малалла çул «Григорьев Н.П.» хре-
счен-фермер хуçалăхнелле пулчĕ. Вĕсем
Энĕшпуç ял тăрăхĕн 158 гектар çĕрĕпе усă
кураççĕ. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсене 95
гектар çинче çитĕнтереççĕ, 25 гектарĕ çин-
че кĕрхи культурăсем çитĕннĕ, çурхисем —
70 гектар. Хальхи вăхăтра хуçалăхра кĕр-
хи çĕртме тăваççĕ.
«Сергеев В.М» хресчен-фермер
хуçалă-хĕнче хĕрсех çĕр улми кăларатчĕç.
Ку культурăна кунта 5 гектар çинче лартса
хăварнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр
гектар пуçне шутласан вăтамран 250 цент-
нер тухнине палăртрĕ Вячеслав Михайло-
вич.
Паянхи куна районĕпе пĕрчĕллĕ тата
пăрçа йышши культурăсене 15601 гектар
çинчен /98,3%\ 36628 тонна пуçтарса илнĕ.
Пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 23,5 цент-
нер тухать тесе палăртнă. Çĕр улмине 221
гектар çинчен /28,4 %\ 4885 тонна пуçтарса
кĕртнĕ, вăтам кăтартăвĕ пĕр гектар пуçне
шутласан 221 центнер. Пахча-çимĕçе 5 гек-
тар çинчен 30 тонна пуçтарса тирпейлесе
хунă. 12 гектар çинчен хăмла татнă: мал-
танлăха палăртнă тăрăх пĕр гектар пуçне
14,5 центнер татнă. 4969 гектар çĕре кĕрхи
культурăсем акма хатĕрленĕ - 97,3 %. Кĕр-
хи культурăсене 4509 гектар çинче акнă,
çакă планпа палăртнинчен 88,3% пулать.
Районта кĕрхи ĕçсем малалла пыраççĕ.
Н.ШИШКИНА.