ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕпе пĕрле массăллă информаци хатĕрĕсем, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пресс-службисем валли видеоконференци мелĕпе «Пĕрле террора хирĕç» ятпа вĕрентÿ семинарĕ ирттерчĕç.
Республикăра террора хирĕç еплерех ĕçлесе пынипе, малашнехи ĕç планĕпе Чăваш Енре террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси аппарачĕн руководителĕ Евгений Терешин паллаштарчĕ. Мероприятире террора хирĕç ĕçлес ыйтусене информаци тĕлĕшĕнчен çутатасси, массăллă информаци хатĕрĕсем урлă этнокультура тематикине тĕрĕс ăнлантарасси, интернетра хăрушсăрлăхлă информаци уçлăхне йĕркелесси çинчен калаçрĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсем
Эвелина МИХАЙЛОВА