2025 çултан пуçласа Раççейре, çав шутра Чăваш Енре те, «Çемье» çĕнĕ наци проекчĕ ĕçлеттерсе яраççĕ, вăл малтанхи «Демографи» нацпроект вырăнне пулĕ. «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче çемьесене, нумай ачаллă çемьесене, çамрăк мăшăрсене пулăшасси, ача çураласлăхне ÿстересси кĕрет. Ку наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2025 çулта социаллă контракт мелĕпе патшалăх енчен кÿрекен пулăшăва икĕ хутран та ытларах ÿстересшĕн. Укçа-тенкĕ калăпăшĕ 1 млрд тенкĕрен те ытларах пулĕ. Чăваш Республикин Ĕçлев министерствине çакă 4 пин ытла социаллă контракт палăртма май парать. Регионта çак пулăшу мери анлă сарăлнă, 2020 çултан пуçласа 17 пин ытла социаллă контракт йĕркеленĕ, çак тĕллевпе 2 млрд ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.

MF1«Çемье» наци проекчĕ ша­йĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн Нумай функциллĕ çемье цент­рĕнчи ашшĕ-амăшĕсен «Килти вучах» клубĕнче çул çитмен ачасем çитĕнтерекен çемьесемпе «Ачана воспитани панă чухнехи çемье пĕлтерĕшĕ» темăпа калаçу ирттернĕ. Çамрăк ашшĕ-амăшĕсене çемье воспитанийĕн халалĕсене каласа ăнлантарнă, çемье кăна ачана çак çăмăл мар тĕнчере çирĕпленсе тĕрĕс-тĕкел хăйне шанса çирĕп ÿсме пулăшаканĕ тесе çирĕплетнĕ. Ашшĕ-амă­шĕсене сывă та телейлĕ çемьене мĕнле йĕркелемеллине, çемье хак­лăхĕсем, ачасене тĕрĕс воспитани парасси çинчен каласа панă. «Пирĕн, ашшĕ-амăшĕсен, тĕрĕс йышăнусем тумалла, çак сĕнÿсем пире питĕ кирлĕ пулĕç», - палăртнă çемье центрĕн психологĕпе калаçнă хыççăн пĕр амăшĕ.

«Демографи» нацпроектăн «Аслă ăру çыннисем» регионти проекчĕпе килĕшÿллĕн ватăсемпе инвалидсен пурнăç пахалăхĕн шайне лайăхлатма иртнĕ çулхи декабрь уйă­хĕн вĕçĕнче «Манăн социаллă центр» уçăлчĕ. Вăл «кĕмĕл» ÿсĕмри çынсене хăй патне илĕртсе пухакан чăн-чăн центр – клуб уçлăхĕ — пулса тăчĕ. Унăн историйĕ нумай пулмасть кăна пуçланнă пулин те кунта видеоконференци çыхăнăвĕ режимĕпе «Ырă çыхăну» проект шайĕнче темиçе мероприяти те ирттернĕ. Çак проект видеоконференци çыхăнăвĕ урлă тĕрлĕ муниципалитетсенче пурăнакан «кĕмĕл» волонтерсене пĕрлештерсе тăрать. Çакă ватăсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, çĕнĕ интерессем тупма пулăшать. «Кунта эпир канма, юрă юрлама, пултарулăхпа аппаланма пултаратпăр. Тата эпир окоп çуртисем тума, ăшă нускисем çыхма, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хавхалантаракан çырусем çырма хатĕрленетпĕр», — пĕлтерет хăйĕн кăмăл-туйăмĕсене Мария Федорова.

MF2«Нумай функциллĕ çемье центрĕн» тата «Манăн социаллă центрăн» ĕçĕ-хĕлĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе тата социаллă пулăшусемпе пĕр вырăнта тивĕçтерсе çынсен пурнăçне çăмăлрах, хăтлăрах тă­вассипе çыхăннă. Çак тĕллев­пе кунта ятарлă пÿлĕмсем уçнă. Вĕсенче ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе тĕлпулусем, мастер-классем, калаçусем,тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, интереслĕ çынсемпе тĕл пулма, кĕнеке вулама, шашка-шахматла выляма, çавăн пекех хальхи йышши технологисемпе паллашма пулать, психологсемпе, педагогсемпе, медицина ĕçченĕсемпе, ытти экспертсемпе тĕлпулусем йĕркелĕç.

«Нумай функциллĕ çемье центрне» пыракан ачаллă çемьесене, «Манăн социаллă центра» пыракан ватăсене, ветерансене опытлă специалистсем кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулăшĕç. Çав шутра документсем пуçтарса йĕркелессипе пулăшу кÿрĕç, ачасен, ватăсен вăхăтне усăллă ирттерессине тимлĕх уйăрĕç.

Э.МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика