В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак шкул выпускникĕпе — Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Николай Александрович Григорьевпа тĕлпулу иртрĕ.
Николай Александрович çапăçусем пыракан зонăран тăван тăрăха отпуска килнĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче вăл ачасене салтаксен служби çинчен каласа пачĕ, хăйĕн çарти тивĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Хальхи пурнăçра çар çыннин ÿт-пĕвĕпе çирĕп, çав вăхăтрах тарăн пĕлÿллĕ пулмаллине, йывăр лару-тăрура тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмеллине, яланах аталанса, çĕннине вĕренсе пымаллине каларĕ.
Николай Александрович палăртнă тăрăх, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшĕн тăванĕсен тата мĕнпур обществăн тĕревĕпе пулăшăвĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вăл ачасене вĕсен ăшă çырăвĕсемшĕн, открыткăсемшĕн тав турĕ, вĕсене яланах хумханупа вуланине тата типтерлĕн упранине пĕлтерчĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасен тем тĕрлĕ ыйту та пулчĕ. Вĕсем салтаксен кулленхи пурнăçĕ, çар хĕç-пăшалĕ çинчен, передовойĕнче мĕнле условисем пулни пирки тата ыттине те ыйтса пĕлчĕç. Ачасем те, вĕрентекенсем те паттăр ентешĕмĕре çирĕп сывлăх, службăра ăнăçу, тăван тăрăха хăвăртрах Çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç, Тăван çĕршыв ирĕклĕхне упраса хăварассишĕн РФ Çарĕсен ретне тăнăшăн, хăйĕн тивĕçĕсене хăюллăн пурнăçланăшăн тав турĕç. Çакăн пек тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем ачасене çар служби çинчен ытларах пĕлме пулăшаççĕ, Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеплеме вĕрентеççĕ.
Ирина ВАСИЛЬЕВА, директорăн канашçи