d81dcc5d6976478ab19ae661c1ecb176

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çитĕнекен ăрăва, талантлă ачасемпе çамрăксене çул уçса парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл шутланă тăрăх, республикăра пурăнакан ачасем пахалăхлă пĕлÿ илччĕр, творчество тата спорт енĕпе аталанччăр, хăйсен ĕмĕчĕсемпе тĕллевĕсене пурнăçлаччăр, çĕршывшăн усăллă пулччăр тесе пурте пĕрле тăрăшни пĕлтерĕшлĕ. «Талантлă ачасене пулăшас ĕçе йĕркеленĕ май вĕсен пултарулăхне уçса парасси малти вырăнта пулмалла, вĕсене аталанма чăрмантармалла мар», — тет Олег Алексеевич.

Вăрмар округĕнче Чăваш Рес­пуб­ликин Правительствин кунне ирттернĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн тăрăхри талантлă ачасен пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕ. Вăрмарти Культура çуртĕнчи фойере Олег Алексеевича чи малтанах Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем кĕтсе илчĕç. Çамрăк музыкантсем гитарăпа тата домрăпа каласа илемлĕ кĕвĕ шăрантарчĕç. «Родничок» ача садĕнчи агролаборатори ĕçне хутшăнакан пĕчĕк тĕпчевçĕсен хастарлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Мĕнле кăна пахчаçимĕç, чечексем, ешĕл çимĕç çитĕнтермеççĕ пулĕ вĕсем!

Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Никон Мартынов вара хăйсен шкулĕнчи «3D-мастерской» кружок пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\. Кружок руководителĕ — информатика вĕрентекенĕ Аврора Петровна Григорьева. 3D-принтерпа усă курса пичетленĕ тем тĕрлĕ япала та курма пулчĕ пысăкенккассисен куравĕнче — шурă-сенкер тĕслĕ шахмат, теттесем, наци эрешĕллĕ кĕлеткесем тата ытти те. Кружока çÿрекен ачасем квадрокоптер пуçтарма та пĕлеççĕ. Никон республика Пуçлăхне квадрокоптерпа мĕнле усă курмаллине, ăна сывлăша мĕнле çĕклемеллине кăтартрĕ. Олег Николаев арçын ачан пултарулăхне пысăк хак пачĕ.

Никон Мартынов чылайранпа робототехникăпа кăсăкланать, информатика вĕрентекенĕ Аврора Петровна Григорьева ертсе пынипе пысăк çитĕнÿсем тăвать. 2020 çулта «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Хальхи шкул» федераци программи шайĕнче Пысăк Енккасси шкулĕнче цифрăпа гуманитари профильлĕ вĕрентÿ Центрĕ уçăлнă, «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕрентÿ проекчĕ пурнăçланма тытăннă. Çав вăхăтранпах Никон «3D-мастерской» ĕçĕ-хĕлне активлă хутшăнать, пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе, квадрокоптерсемпе интересленет, хăйĕн пултарулăхне тăрăшуллăн туптать.

Талантлă ентешĕмĕр Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти институтĕнче /филиалĕнче\ робототехника тата пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе усă курас енĕпе иртекен рес­публика шайĕнчи чемпионата çулсерен хутшăнать. 2023 çулта 1-мĕш, 2024 çулта 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Çĕрпÿре иртнĕ республика шайĕнчи «Пилотсăр вĕçекен аппаратсем» хакатонра лайăх результатсем кăтартнă. 2023 çулта Чăваш Енри талантлă ачасен делегацийĕ йышăнчĕ Мускавра — «И.И. Картуков ячĕллĕ машинăсем тăвакан «Искра» конструктор бюровĕ» акционерлă обществăра пулса курнă, космоса вĕçекен ракета тытăмĕпе, вăл мĕнле майпа ĕçленипе паллашнă.

Вĕренÿре те чи лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать Никон. Кăçал вăл ЧР Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине илме тивĕçнĕ. Çакна çирĕплетекен свидетельствăна Олег Николаев ăна Вăрмар округĕнче иртнĕ Чăваш Респуб­ликин Правительствин кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура алăран пачĕ.

Никон — Шутнерпуç ялĕнче пурăнакан Вера Борисовнăпа Николай Никонович Мартыновсен аслă ывăлĕ. Вĕсен çемйи нумай çул ĕнтĕ хресчен-фермер хуçалăхне тытса пырать. Никонсăр пуçне çемьере Арина ятлă хĕрача та çитĕнет, вăл халĕ 6-мĕш класра вĕренет, пиччĕшĕнчен ырă тĕслĕх илсе лайăх вĕренме тăрăшать.

Ирина Данилова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика