Юсав ыйтакан чи начар участоксене суйланă
2025 çултан пуçласа Раççейре «Пурнăç инфратытăмĕ» çĕнĕ наци проекчĕ пурнăçланать.
Вăрмар муниципаллă округĕ пур наци проекчĕсенче те активлă хутшăнать. Çак шутра автоçулсене юсассипе çыхăннисене те. Кăçал «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе усă курса Вăрмар округĕнче 5 çул-йĕр участокне юсама планланă. Чи начар участоксене йĕркене кĕртес тесе суйласа илнĕ. Пĕрремĕшĕ — «Вăрмар — Арапуç — Кĕтеснер» автоçул çинчи 1 километр тăршшĕ участок /Вăрмар поселокĕнчи Киров урамĕнчен — «Аниш» республика çулĕ таранччен\. Иккĕмĕшĕ — «Аниш» автоçулăн Вăрмар поселокĕнчи Ленин урамĕнчи 1 километр тăршшĕ участок /Вăрмар район сучĕн çурчĕ çывăхĕнчен пуçласа малтанхи Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ пулнă тĕле çити\. Виççĕмĕшĕ — «Аниш — Вăтакас» автоçул çинчи 1 километрлă участок /Вăтакас ял хушшипе Çÿлти Кинчер ялне каякан çул\. Тăваттăмĕшĕ — «Пысăк Енккасси — Карăкçырми» автоçул çинчи çул-йĕр участокĕ /Карăкçырми ялĕнчен Урнар çулĕ çине тухакан 1 километр та 450 метр тăршшĕ участок\. Пиллĕкмĕшĕ - «Тикаш — Хĕрлĕçыр» автоçул çинчи 1 километр тăршшĕ участок /Хĕрлĕçыр ялĕнчи автобус чарăнакан вырăнтан пуçласа Тикаш еннелле каякан çул-йĕр участокĕ\.
Çавăн пекех автоçулсене пăхса тăрассипе çыхăннă йĕркепе çанталăк условийĕсем аванланса çитсен районти çул-йĕр çинчи шăтăк-путăксене саплассипе те ĕçлеме палăртнă.
«Кадрсем» наци проекчĕ старт илчĕ
2025 çултан пуçласа Раççейре «Кадрсем» çĕнĕ наци проекчĕ старт илчĕ. Унăн тĕллевĕ — вĕрентÿ учрежденийĕсемпе компанисем, патшалăх хушшинчи пĕрлехи çыхăну урлă ĕçпе тивĕçтерекенсем валли оперативлă майпа тата пахалăхлăн сотрудниксем хатĕрлеме пулăшасси.
«Кадрсем» наци проекчĕ — ĕçпе тивĕçтерес сферăри патшалăх приоритечĕсене палăртаканĕ. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕ çумĕнчи «Раççейри ĕç» центрĕн кадровиксен клубĕн ларăвне ĕçсĕр çынсем валли ирттерекен вакансисен ярмăрккипе пĕрле йĕркеленĕ. «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕнчи «Кадровик» клубĕнче округри пилĕк предприяти представителĕсене ĕçсĕр граждансене кăçалтан вăя кĕнĕ «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçе илнĕ чухнехи пулăшу мерисем пирки каласа ăнлантарнă. Консультаци ирттернĕ хыççăн ĕç сĕнекенсемпе ăна шыракансем хушшинче тĕлпулу ирттернĕ. Ĕçе вырнаçас текенсенчен тăваттăшĕ çуркунне уйра хăмла çитĕнтерекен лаптăксенче вăхăтлăх вырнаçма шутланă. Пĕтĕмпе вара «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество валли консультантсем ĕçсĕр граждансен йышĕнчен çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама 10 çын тупса панă. «Урмарский» центрăн начальникĕ Михаил Пуклаков палăртнă тăрăх, Вăрмар муниципаллă округĕ хăмла çитĕнтерессипе Чăваш Республикинче иккĕмĕш вырăнта. Çак ĕçпе Вăрмар округĕнче «АгроРесурсы» предприяти ĕçлет. Ĕç сезонĕ вăхăтĕнче вĕсене вăхăтлăх ĕçе килекен 80 çынна яхăн кирлĕ.
Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен 5 предприяти представителĕсенчен иккĕшĕ — «Кадровик» клубăн участникĕсем — «Кадрсен дефицичĕн условийĕсенче ĕçлекенсем тупса парасси» программăпа пулăшу комплексне илес тесе заявка тăратнă, тата тепри сотрудниксене «Сезон вăхăтĕнче персонал кирлĕ чухне кадрсемпе тивĕçтересси» программа шайĕнче пухнă.
Ача кĕтекенсемпе тĕл пулнă
«Çемье» наци проекчĕ тата «Амăшĕ пулас çулпа» проект шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр çумĕнчи Нумай функциллĕ çемье центрĕнче «Амăшлăх савăнăçĕ» мероприяти иртнĕ. Ăна Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунне халалланă. Мероприятие ача амăшĕ пулакан хĕрарăмсем, Вăрмарти тĕп больницăра вăй хуракан Елена Чапурина акушер-гинеколог тухтăр, Лидия Павлова акушер, «Чувашия-Мед» страховани компанийĕн представителĕ Людмила Калягина хутшăннă.
Чи малтанах Людмила Калягина пулас амăшĕсене ОМС /обязательнăй медицина страхованийĕ\ полисĕпе мĕн-мĕн тивĕçни çинчен каласа панă. Елена Николаевна Чапурина Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă, «Эсир тата сирĕн пепке» докладпа тухса калаçнă. Елена Николаевна çут тĕнчене ача парнелеме хатĕрленекен хĕрарăмсен мĕнле пурнăç йĕркине пăхăнмалли пирки, ача çуратма тата ăна пăхма еплерех хатĕрленесси çинчен каласа ăнлантарнă, пурнăçра кирлĕ сĕнÿсем панă.
Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунĕ - çĕнĕ уяв, ăна çулталăкне икĕ хутчен паллă тăваççĕ — апрелĕн 7-мĕшĕнче тата октябрĕн 7-мĕшĕнче. Ку вăл ахаль уяв кăна мар, обществăра çемье тата пулас амăшĕсем патне тимлĕ пулассипе туса ирттерекен пысăк калăпăшлă ĕç.
Пуян репертуаллă концерт
Кăçалтан Раççейре «Культура тăрăхĕ» федераллă проект «Çемье» наци проекчĕн «Çемье хаклăхĕсем тата культура инфраструктури» федераллă программи шайĕнче пурнăçланать. Ку проектăн тĕллевĕ — культура инфраструктурине лайăхлатасси тата модельлĕ библиотекăсем, ача-пăча валли культурăпа çутта кăларакан центрсем туса хурасси, культура çурчĕсемпе библиотекăсен ĕçне çĕнĕ форматпа йĕркелесси.
«Çемье хаклăхĕсем тата культура инфраструктури» проект шайĕнче Вăрмарти Культура çуртĕнче «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ хатĕрленĕ «Матушка—Россия» концерт иртнĕ. Концерта Вăрмар округĕнчи аслă классенче вĕренекенсем пăхнă. /Сăнÿкерчĕкре Мăнçырмари вăтам шкул вĕренекенĕсем\.
Концерт программин репертуарĕ жанрсен пуянлăхĕпе палăрнă. Кунта Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăхсен юррисем, ташшисем, инструменчĕсен вылявĕ, кĕвĕпе вăйă номерĕсем, композицисем, вокалпа хореографи сюити пулнă. Хăйне майлă пуян та илемлĕ концерт.
Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ