Кăçалхи ĕçсем нумайланаççĕ

2025 çулхи январьтен çĕршывра çĕнĕ 20 наци проекчĕ пурнăçланма тытăнчĕ, çав шутран Чăваш Енре 13-шĕ ĕçе кĕрет.

Республикăра регионăн вĕсенчен тухса тăракан 45 проектне хатĕрленĕ, кăçал нацпроектсемпе килĕшÿллĕн пурнăçламалли ĕçсем валли 13,7 миллиард тенкĕ пăхса хунă. Вĕсене пурнăçлама Чăваш Енре управлени командисене тата проектсен комитечĕсене туса хунă, ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнчи отрасльсен проект офисĕсен ĕçне çĕнĕлле йĕркеленĕ.

Наци тата регион проекчĕсене пурнăçа кĕртме яваплă кураторсемпе специалистсене палăртса хунă. Нацпроектсенчен республикăна кăçал чи нумай укçа илме пулăшаканни — «Пурнăç инфратытăмĕ». Вăл иртнĕ çулсенче вăйра тăнă «Хăрушлăхсăр паха çулсем», «Пурăнмалли вырăн тата хăтлă хула хутлăхĕ» нацпроектсен мероприятийĕсенчен тăрать, ăна Чă­ваш Енре пурнăçламашкăн 2025 çулта 6,2 млрд тенкĕ уйăрма планланă. Ку республикăра кăçал нацпроектсене пурнăçлама пăхса хунă мĕнпур укçан çуррине яхăн пайĕ. Муниципалитетсенче вĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçе пикеннĕ.

Сасăлава хутшăнар

Кăçалхи июнь уйăхĕн 12-мĕшĕччен çĕршывра «Пурнăç инфратытăмĕ» нацпроектпа килĕшÿллĕн регионсенче ĕçе кĕртмелли объектсем суйласа илмелли онлайн-сасăлав иртет.

Республикăра пурăнакансем хăтлама об­щест­вăн 25 вырăнне /парк, сквер, çыран, ача-пăча тата спорт лапамĕ тата ытти\ суйласа илеççĕ. Проекчĕсене 2026 çулта пурнăçа кĕр­тĕç. Сасăлава 14 çултан иртнисем хутшăнма пултараççĕ. Килес çул хăтлама сĕнекен территоришĕн za.gorodsreda.ru платформăна кĕрсе «Госуслуги» аккаунт урлă сасăламалла.

Республикăра суйласа илме хула тата муниципалитет округĕсенчи 39 территорие кĕртнĕ. Аса илтеретпĕр, Вăрмар муниципаллă округĕпе кăçал 2026 çулта хăтлăх кĕртмелли пĕр объектшăн — Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕнчи «Патриот» паркшăн — сасăламалла.

Çĕнĕ наци проекчĕ - Çĕнĕ майсем

sanПĕлетпĕр ĕнтĕ, 2025 çултан çĕршывра «Кадрсем» çĕнĕ наци проекчĕ пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ — ĕçпе тивĕçтерекенсем валли пахалăхлă тата оперативлă майпа сотрудниксем хатĕрлесси. Вĕрентÿ учрежденийĕсемпе организацисем тата патшалăх пĕрле çыхăнса ĕçленипе пурнăçлама пулать çакна.

Вăрмарти кадрсен центрĕнче малашне пĕр енĕпе аталанса карьера тума тÿлевсĕр вĕренме, çĕнĕ хăнăхусем пухма май пур. «Кадрсем» наци проектне кĕрекен «Ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă активлă мерăсем» федераллă проект граждансен 13 тĕрлĕ категорине профессиллĕ вĕрентÿ илме, пур квалификацине е професси тĕлĕшĕнчен пĕлĕве ÿстерме май парать. Чăваш Енре паянхи кун çакăн пек направленисем: «Д» категориллĕ водитель, «СЕ» категориллĕ водитель, инженер-прог­раммист, организацире нейросетьсемпе усă куракан инструктор, чирлисене пăхакан кĕçĕн медицина сестри, контрольпе виçев приборĕсен тата автоматика наладчикĕ, технологи оборудованийĕн наладчикĕ, организацире информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, пилотсăр авиаци тытăмĕсен операторĕ, котельнăй операторĕ, программа управленийĕпе ĕçлекен станоксен операторĕ, экскурси ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыракан организатор, вăтам медицина персоналĕн ĕçĕ-хĕлĕнчи паллиативлă пулăшу, пилотсăр авиаци тытăмĕсене вĕçеве хатĕрлесси тата вĕсене ертсе пырасси, çынсене пăхма пулăшаканăн пулăшуçи, зданисемпе сооруженисене проектласси, информаци моделированийĕн технологийĕсем, промышленноçри тата гражданла строительство, сварщик, системăллă аналитик, КОМПАС-3D-ри виçĕ виçеллĕ моделировани, машина тăвакан производствăн цифровизацийĕ, вăй сечĕсемпе электрооборудованин электромонтажникĕ, электрооборудованине юсассипе тата пăхса тăрассипе ĕçлекен электромонтер, алăпа шăратса сыпакан электросварщик.

Тĕплĕнрех «Раççейри ĕç» /«Работа России»/ порталта «Ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă активлă мерăсем» /«Активные меры содействия занятости»\ федераллă проект блокĕнче вуласа пĕлме пулать. Ятарлă каçă урлă çырăнма пулать.

Енчен те эсир професси вĕрентĕвĕ енĕпе хăвăр тĕллĕн направлени тупса палăртассипе йывăрлăх тÿсетĕр пулсан, Вăрмарти кадрсен центрĕнче карьера консультанчĕпе Людмила Николаевна Мишинăпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçса е 8/83544/2-12-02 телефон номерĕпе шăнкăравласа консультаци илме пултаратăр.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕ

«Общепит» — çĕнтерÿçĕ тата призер

ob

Раççей предпринимательлĕх кунне уявланă май Шупашкарта савăнăçлă лару-тăрура «Çулталăк предпринимателĕ-2024» конкурсăн 37 çĕнтерÿçине наградăланă. Çак конкурс Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе регионта предпринимательлĕхе аталантарас, ăнăçлă ĕçлекен вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене, харпăр хăй çине ĕçлекенсене тупса палăртса хавхалантарас тĕллевпе иртнĕ.

Йĕркелÿçисем — Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн минис­терстви, республикăри бизнес-инкубатор, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пулнă. Конкурс «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ шайĕнче иртнĕ.

«Кăçал вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулă­шу кÿрекен наци проектне улăштарнă, халĕ вăл «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» пысăк наци проектне кĕрет. Тĕпрен илсен, çĕнĕ наци проектĕнче тĕп инструментсем сыхланса юлаççĕ. Ку вăл кредитсем, çăмăллăхлă микрозаймсем, гарантисемпе поручительствăсем, тĕрлĕ категорисем валли программăсем, «Манăн бизнес» центрăн пулăшăвĕсем», - палăртнă ЧР Правительствин председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов.

2025 çулта «Çулталăк предпринимателĕ» конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ — муниципалитетра тата республика шайĕнче. Республикăри тапхăрта 75 вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсенчен, харпăр хăй çине ĕçлекенсенчен 95 заявка тăратнă пулнă.

Социаллă-экономикăллă аталанăвăн пысăк кăтартăвĕсемшĕн, кулинари продукцийĕн, çăкăр-булка, кондитер иделийĕсен производство сферинчи инвестици активлăхĕшĕн тата çак продукцине реализацилесе потребитель патне çитерессипе лайăх ĕçленĕшĕн конкурсăн «Гастрономический лидер года» номинацийĕнче пирĕн Вăрмарти «Общепит» тулли мар яваплă общество çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çавăн пекех «Юность» кафе «Лучший объект фаст-фуда» номинацире иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика