Акатуйри спорт мероприятийĕсем

aka4aka1Вăрмар округĕнче халăха, çав шутра ачасемпе çамрăксене те, аслăрах ÿсĕмрисене те, сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, физкультурăпа тата спортпа туслаштарас тĕллевпе активлă ĕçлеççĕ. Сăмахран, Вăрмар округĕн çулсерен иртекен Акатуйĕнче мĕн тĕрлĕ спорт мероприятийĕ йĕркелемеççĕ пулĕ. Унта çынсем кашнинчех йышлăн хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеççĕ, ыттисене те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Кăçал, акă, самбо енĕпе турнир пулчĕ, пляж волейболĕ, ахаль волейбол, баскетбол енĕпе ăмăртусем куракансене илĕртрĕç. Кăмăл тăвакансем алă вăйĕ виçсе, кире пуканĕ çĕклесе, туртăнса, урана михĕ тăхăнса чупса, канат туртса, çавăн пекех дартс енĕпе те тупăшрĕç. Спорт мероприятийĕсем Культурăпа кану паркĕнче те, тĕп стадионта та иртрĕç.

aka2urmarПляж волейболĕ тĕп стадионти хă­йăр сарнă площадкăра иртнĕ. Призлă вырăнсене йышăнассишĕн кунта кун тăрш­шĕпех 14 команда тупăшнă. Вăрмар округĕн пурте пĕлекен çăлтăрчăкĕсем те — «Урмарочка» команда — ăмăртусенчен айккинче юлман. Командăран 7 мăшăр хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Призерсен шутне Кира Ильина тата Анастасия Павлова та кĕнĕ. Хĕрачасем финалта пĕр вăйă­ра кăна выляса ярса 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Арçынсен командисем хушшинче волейболла выляса мăнçырмасем 1-мĕш, энĕш­пуçсем 2-мĕш, кĕтеснерсем 3-мĕш вырăнсене тухнă. Канат туртассипе «Самбо» команда çĕнтернĕ, «Чулкас-Тупах» команда 2-мĕш, «Шăхаль» команда 3-мĕш пулнă.

Алă вăйĕ виçсе арçынсем хушшинче Пĕчĕк Енккассинчи Юрий Петров 1-мĕш, Кивĕ Вăрмарти Борис Мясников 2-мĕш, Çиçтĕпери Николай Михайлов 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Хĕрарăмсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Татьяна Беляева 1-мĕш, Çĕнĕ Мăнтăрти Анна Ямщикова 2-мĕш, Чупайри Анжела Данилова 3-мĕш пулнă.

Кире пуканĕ çĕклессипе арçынсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Андрей Никитин 1-мĕш, Пысăк Енккассинчи Никита Никифоров 2-мĕш, Вăрмар поселокĕнчи Олег Мефодьев 3-мĕш вырăнсене тухнă. Хĕрарăмсем хушшинче 1-мĕш вырăна Çĕнĕ Мăнтăрти Анна Ямщикова, 2-мĕш вырăна Вăрмар поселокĕнчи Татьяна Беляева, 3-мĕш вырăна Чулкас ялĕнчи Татьяна Никитина тивĕçнĕ.

Сывлăх патне утăмлар

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Сыв­лăх патне утăм» /«Шаг к здоровью»/ çĕнĕ проект старт илнине пĕлтернĕ. Проект июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, ĕçлеме пуçлать. Вăл профилактика медицинине Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыншăн уçăрах тума пулăшĕ.

Проектăн тĕп тĕллевĕсем: çынсене медицина пулăшăвĕсемпе чăрмавсăр усă курма май парасси — мобильлĕ ФАПсем аякри ялсене, районсене ытларах тухса çÿреме тытăнĕç, унта пурăнакансене медицина пулăшăвĕсемпе вĕсен килĕсен çумĕнчех тивĕçтерĕç; халăх пурăнакан вырăнсенче «Сыв­лăх пункчĕсем» уçасси — вĕсенче сывлăха тĕрĕслеме тата тухтăртан консультаци илме меллĕ пулĕ; çынсен пĕлĕвне ÿстересси — чир-чĕре профилактикăланин, медицина тĕрĕслевĕсем витĕр тăтăшах тухнин пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарасси.

«Сывлăх патне утăм» проект пулăшнипе профилактика тĕрĕс­левĕсем витĕр тăтăшах тухма, нумай вăхăт кĕтмесĕрех специалистсенчен консультаци илме, меллĕ вырăнта анализ пама пулĕ. Çапла вара проект регионта пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата сывлăхне çирĕплетме май парĕ.

Вăрмар поселокĕнче те ию­нĕн 24-мĕшĕнче «Сывлăх пункчĕ» пациентсене йышăнĕ. Вăл Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕ çумĕнче /Вăр­мар поселокĕ, Мир урамĕ, 5-мĕш çурт\ 09.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен ĕçлĕ.

Кунта сывлăха тÿлевсĕрех тĕрĕслеме пулĕ: артерири юн пусăмне, куçри пусăма, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне тĕрĕслеме, сахăр тата холестерин шайне тĕпчессипе анализ пама, ЭКГ тухма тата малалла тĕрĕсленессипе направлени илме, кĕлетке йывăрăшĕн индексне пĕлме, диспансеризаци тухма, профилактикăллă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пулĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕ шайĕнче мобильлĕ ФАП тата «Сывлăх пункчĕсем» Вăрмар округĕн ялĕсенче графикпе килĕшÿллĕн çăвĕпех ĕçлĕç. Вĕсем кÿрекен медицина пулăшăвĕсемпе усă курмасăр ан юлăр. Кашни çыншăн хăйĕн сывлăхне упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен чир-чĕре профилактикăлани пуласлăхра йывăрлăхсенчен сыхланма пулăшать.

Икĕ кун ăмăртнă

velospot

Июнĕн 14-15-мĕшĕсенче Вăрмар муниципаллă округĕн­че велоспорт енĕпе харăсах темиçе тĕрлĕ ăмăрту иртнĕ. Ку вăл: Чăваш Республикин чемпионачĕ тата мала тухмалли ăмăртăвĕсем, Вăрмар муниципаллă округĕн РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне, Чăваш АССРĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, СССР спорт мастерне А.Ф.Федорова асăнса йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ XII-мĕш чемпионачĕ тата мала тухмалли ăмăртăвĕсем, çавăн пекех тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн Иван Ивановăн Кубокĕ. Спортсменсем «шоссе — индивидуальная гонка» тата «шоссе — групповая гонка» дисциплинăсенче ăмăртнă.

Спорт мероприятине Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Вăрмар тата Патăрьел округĕсенчен 150 ытла чи вăйлă спортсмен хутшăннă. Çул ÿсĕмне кура чупмалли дистанци те тĕрлĕрен пулнă вĕсен — 5 километр­тан пуçласа 80 километр таран. Пĕрремĕш кунĕнче спорт­сменсем уйрăмшарăн чупса тупăшнă, иккĕмĕш кунĕнче ушкăнăн-ушкăнăн чупнă. Кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, грамотăсемпе, кубоксемпе, хаклă парнесемпе наградăланă.

Палăртмалла, ăмăртусене йĕркелесе ирттерме А.Ф.Федоровăн ывăлĕ — велоспорт кросс тата маунтинбайк енĕпе Раççей спорт мастерĕ, маунтинбайк тата велокросс енĕпе Раççей чемпионачĕн виçĕ хутчен призерĕ, Раççей Кубокĕн тапхăрĕсен çĕнтерÿçи, халăхсем хушшинчи ăмăртусен участникĕ, Чăваш Республикин нумай хутчен чемпионĕ тата призерĕ, Вăрмар поселокĕн­че çуралса ÿснĕ А.А.Федоров, велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕ, велокросс енĕпе СССР чемпионачĕн бронза призерĕ, тĕнче чемпионачĕн участникĕ, Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.В.Федоров, ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, велоспорт енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, «Мистер Дент» тулли мар яваплă обществăн директорĕ В.А.Панфилов, Шупашкарта çуралса ÿснĕ уйрăм çын предприниматель А.М.Федоров пулăшу кÿнĕ.

«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика