Çамрăк ишевçĕ шывра пулă пек
Вăрмар округĕнче çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, ку енĕпе мĕнпур условипе тивĕçтереççĕ. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче темиçе тĕрлĕ спорт секцийĕ те ĕçлет, унта кашниех хăйне килĕшекен спорт тĕсĕпе пултарулăхне туптама пултарать.
«Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче шывра ишме вĕрентессипе ĕçлекен секцине те нумайăшĕ кăмăллать. Тĕслĕхрен, нумай çул тренерта вăй хуракан Игорь Владимирович Алешин хăйĕн воспитанникĕсенчен чăн-чăн спортсменсем тăвассишĕн тÿрĕ кăмăлпа ырми-канми тăрăшать. Ахальтен мар вĕсем тăтăшах тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
Игорь Владимировичăн талантлă воспитанникĕсенчен пĕри — Агафья Грачева /сăн ÿкерчĕк çинче/. Çак кунсенче 15 çул тултаракан Агафья Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренет, кăçал 8-мĕш класс пĕтернĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех шывра ишме кăмăлланă, 6 çултах ишме хăнăхнă. 2016 çулта секцине çырăннă та Игорь Алешин тренер «çунатти айне» лекнĕ. Унтанпа «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейн уншăн иккĕмĕш кил пулса тăнă.
Тренировка хыççăн тренировка, ăмăрту хыççăн ăмăрту... Акă çĕнтерÿсен çулĕпе те утăмлама пуçлать çамрăк ишевçĕ, шывра пулă пекех вăл. 2024 çулта, 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне, çитĕннисен 2-мĕш разрядне, унтан 1-мĕш разрядне те пурнăçланă. Чăваш Республикин мала тухмалли ăмăртăвĕсенче ирĕклĕ стильпе 200 метр тăршшĕ дистанцие парăнтарса 3-мĕш вырăн йышăннă.
2025 çулта, 8-мĕш класа куçсан, шывра ишес пултарулăхĕ татах аталаннă. Февраль уйăхĕнче Чăваш Республикин мала тухмалли ăмăртăвĕсенче ирĕклĕ стильпе 50, 100, 200, 400 метр ишсе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, çавна май Атăлçи Федераци округĕн Чемпионатне тата мала тухмалли ăмăртăвĕсене хутшăнма Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышне кĕнĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлама кăшт кăна юлнă — ирĕклĕ стильпе 200 метр тăршшĕ ишмелли дистанци çинче 0,26 çеккунт çитеймен. Результатсем лайăх пулнăран апрель уйăхĕнче Саранск хулинче иртнĕ Раççейĕн мала тухмалли ăмăртăвĕсене хутшăнма тивĕçнĕ.
Саранскран таврăнсан, апрель уйăхĕнчех, Чăваш Республикин Кубокне хутшăнса регионти чи вăйлă спортсменсем хушшинче, абсолютлă ÿсĕмре, мала тухнă. Ирĕклĕ стильпе 100 метр тата 200 метр ишсе — икĕ бронза наградăна, ирĕклĕ стильпе 50 метр ишсе — кĕмĕл наградăна çĕнсе илнĕ.
Çавăн пекех Агафья кăçал Пĕтĕм Раççейри «Детская лига плавания Поволжья» ăмăртусен Йошкар-Ола тата Пенза хулисенче иртнĕ тапхăрĕсене хутшăннă. Унта çĕршывăн 25 регионĕнчен 800 ытла спортсмен тупăшнă. Асăннă ăмăртусенче Агафья лайăх результатсем кăтартнă. Йошкар-Ола хулинчи тапхăрта ирĕклĕ стильпе 200 метр тата 100 метр ишсе 2-мĕш тухнă, ирĕклĕ стильпе 50 метр ишсе 3-мĕш пулнă. Пенза хулинчи тапхăрта ирĕклĕ стильпе 400 метр тата 50 метр ишсе 2-мĕш вырăнсене йышăннă.
«Ку спорт тĕсĕ — шывра ишесси — мана питĕ килĕшет. Игорь Владимирович тренер пулăшнипе тата хамăн çемье тĕрев парса хавхалантарнипе вăл манăн пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăрасшăн мар эпĕ, малашне те çĕнĕ çĕнтерÿсем патне ăнтăлма тăрăшăп», — тет Агафья. Мĕнех, ĕмĕчĕсем пурнăçланччăрах хастар хĕрачан.
Спортпа туслă çемье
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект шайĕнче регионта «Спорт çемйи» фестиваль иртнĕ. Шупашкар хулинчи «Олимпийский» стадионта йĕркелесе ирттернĕ мероприятие республикăри спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çемьесем хутшăннă — пурĕ 16 çемье. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн ăмăртнă.
Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура уçнă май пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕн заместителĕ Александр Степанов тухса калаçнă, пурне те ăнăçу суннă.
Фестиваль программи анлă пулнă: çăмăл атлетика енĕпе эстафета тата хутăш эстафета, дартс, ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçласси. Спорт çемйисем виçĕ ушкăнра тупăшнă: амăшĕпе ашшĕ тата 9 çулчченхи ача, амăшĕпе ашшĕ тата 10-12 çулсенчи хĕрача, амăшĕпе ашшĕ тата 10-12 çулсенчи арçын ача.
Вăрмар муниципаллă округĕнчен «Спорт çемйи» фестивале Вăрмар поселокĕнчи Федоровсен çемйи /сăн ÿкерчĕк çинче\ хутшăннă. Вĕсем Вăрмар округĕн чысне тивĕçлĕ шайра хÿтĕленĕ, «Амăшĕпе ашшĕ тата 10-12 çулсенчи хĕрача» ушкăнра дартс енĕпе тата хутăш эстафетăра 2-мĕш вырăнсене йышăннă.
Никотинлă продукци — хăрушă чирсен сăлтавĕ
Халăха никотинлă продукцин сиенĕ пирки массăллă информаци хатĕрĕсем урлă асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те, çак ыйту актуаллăхне çухатмасть. Нумайăшĕ тухтăрсен канашне итлемест, пирус мĕнле туртнă — çавăн пекех туртать.
Юлашки вăхăтра вара, уйрăмах çамрăксем хушшинче, никотинлă хальхи йышши продукципе — вейпсемпе, электронлă сигаретсемпе — усă курасси сарăлнă. Çак продукцине туса кăларакансем тата сутакансем вăл ахаль сигаретсемпе танлаштарсан хăрушсăр тесе каласшăн, анчах та ку информацин тĕрĕслĕхĕ çук. Хăйсен тупăшне ÿстерес, халăха, ачасемпе çамрăксене никотинлă продукципе усă курма хăнăхтарас тĕллевпе вĕсем çынсене улталаççĕ.
Асăннă изделисем, никотинлă ахаль сигаретсем пекех, организмшăн çав тери сиенлĕ. Вĕсенчи синтетикăллă никотин тата ытти наркăмăшлă хутăшсем çынна кĕске вăхăтра хăйсен серепине илеççĕ, юн тымарĕсене, ÿпкепе тип пыра пысăк сиен кÿреççĕ. Вĕсене туртни çул çитмен ачасен ăс-тăнне, астăвăмне, пуç мимин ĕçне начарлатать. Çÿç тăкăнма пуçлать, ÿт илемсĕрленет, шăлсем пĕтеççĕ, куç çивĕчлĕхĕ чакать, пуласлăхра ача çуратассипе йывăрлăхсем пулма пултараççĕ.
Никотинлă продукципе усă курни — хăрушă чирсен, çав шутра онкологи чирĕн, сăлтавĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн даннăйĕсем тăрăх, туртнипе çыхăннă чирсене пула тĕнчере çулсерен 8 млн ытла çын вилет, Раççейре — 400 пинрен пуçласа 500 пин таран çын пурнăçран уйрăлать. Ÿпке ракĕпе вилнисен 90 проценчĕн çак чир шăпах та табак туртнипе аталанса кайнă.
Кашни çын хăйĕншĕн хăй яваплă пулмалла, алла никотинлă продукци тытиччен лайăх шухăшламалла. Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Укçа парса хăвăр сывлăха хăвăрах сиен кÿме ан васкăр.
«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата
массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.
