Раççей шайĕнчи ăмăртăва 220 ытла спортсмен хутшăнчĕ

Июлĕн 9-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче РФ спорт мастерĕн кандидатне Алексей Трофимова асăнса йăлана кĕнĕ йĕркепе кросс-кантри дисциплинăпа маунтинбайк ăмăртăвĕ — Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем тата Вăрмар муниципаллă округĕн чемпионачĕпе Первенстви иртрĕç. Маунтинбайк ăмăртăвĕ Мăнçырма çĕрĕ çинче 27-мĕш хутчен иртсе кайрĕ.
Çамрăк спортсменсене Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ Николай Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикинчи велосипед спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Анатолий Семенов ăнăçлă стартсемпе çĕнтерÿллĕ финишсем сунчĕç.
Масштаблă ăмăртусене Чăваш, Удмурт, Тутар республикисенчи, Чулхула, Мускав, Чĕмпĕр, Свердловск, Оренбург, Вологодск, Самара облаçĕсенчи, Санкт-Петербург хулинчи 220 ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Алексей Трофимов Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, чи вăйлă велосипедистсенчен пĕри пулнă, республика чысне регион, Раççей шайĕнче тивĕçлипе хÿтĕленĕ. Вăл Мăнçырмари вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ, 1991 çулта А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн Мăнçырмари шкулĕнче ĕçлекен филиалне велоспорт уйрăмне çÿреме пуçлать. Алексей хăйĕн ăсталăхне Валерий Николаевич Семенов тренер патĕнче туптама пуçланă, велоспорт енĕпе кăна мар, йĕлтĕрпе чупассипе те яланах малта пулнă. Чи малтанхи занятисенченех çамрăк хăйне пултаруллă та шанăç кÿрекен спортсмен пулнине кăтартать. 1996 çултан Алексей Трофимов Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренме пуçлать, Валерий Ярды Олимп чемпионĕ ячĕллĕ спорт шкулне ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Вячеслав Виссарионович Романов патне çÿрет. Анчах та 1997 çулта унăн старчĕсенчен пĕри инкекпе вĕçленет, вăл пурнăçран уйрăлса каять. Çавăнтанпа кашни çулах унăн ячĕпе Мăнçырма ялĕнче велоспорт ăмăртăвĕ иртет. Кăçал çак ăмăртусем 27-мĕш хутчен кĕрлерĕç.
Маунтинбайк ăмăртăвĕнче Чăваш Республикин велосипедисчĕсем вăйлă çитĕнÿсемпе палăрчĕç, чылайăшĕ малти тата призлă вырăнсене йышăнчĕç. Çак шутра 11-12 çулхи арçын ачасем хушшинче А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ Артемий Расколов 3-мĕш вырăн йышăннă. Çак ÿсĕмри хĕрачасем хушшинче Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанници Алекса Пудрикова та финиша 3-мĕш çитнĕ. Вĕсене Алексей Трофимовăн амăшĕ Татьяна Сергеевна наградăланă.
Раççей шайĕнчи ăмăртăва Вăрмар çĕрĕ çинче кашни çулах йĕркелесе ирттересси пысăк чыс пирĕншĕн, çав вăхăтрах яваплăх та. Ăмăртăва ирттерекенсемпе тренерсем, спортсменсемпе спорта кăмăллакансем Мускав хулинчи строительство компанийĕн директорĕ Валерий Иванов, Мускаври Юрий Афанасьев предприниматель, «TL-сервис» автозаправкăсен сечĕн административлă пайĕн регионти управляющийĕ Анатолий Кузнецов, Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонид атте, Шăхальти чиркÿ настоятелĕ Евгений атте, Дмитриевсен çемйи çак мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма пулăшас ĕçре пуçарулăх кăтартнине палăртаççĕ.
Сергей АРХИПОВ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕ — тренер
Çамрăк боксерсем çитĕнеççĕ
Иртнĕ кунсенче Çĕрпÿ хулинче Çĕрпÿ муниципаллă округĕн хисеплĕ гражданинĕн, Чăваш Республикин тата Тутар Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Курчаткинăн парнисене çĕнсе илессишĕн бокс енĕпе йăлана кĕнĕ виççĕмĕш турнир иртнĕ.
Унта А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕсем ăнăçлă хутшăннă. Артем Илларионов /Кивĕ Вăрмар\ - пĕрремĕш, Арсений Алексеев /Кивĕ Вăрмар\ - иккĕмĕш, Глеб Константинов /Кивĕ Вăрмар\ - иккĕмĕш, Никита Семенов /Вăрмар поселокĕ\ - иккĕмĕш, Самуил Мартьянов /Кивĕ Вăрмар\ - иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Судьясен коллегийĕн йышăнăвĕпе çак турнирта Самуил Мартьянова бокс техникине чи лайăх пĕлекен тесе палăртнă. Çамрăксене бокс енĕпе аталантарассишĕн тăрăшатпăр. Çакăн йышши ăмăртусене хутшăнни вĕсене хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма май парать, хавхалантарать.
Геннадий НИКОЛАЕВ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн тренерĕ
«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА. Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.
