Хăтлăлатнă кашни парк — халăх ырлăхĕшĕн

PРаççей Правительстви çĕршывра хăтлă хула хутлăхне йĕркелессипе активлă ĕçлет. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче регионсенчи парксене, скверсене, кану вырăнĕсене хăтлăлатма укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

«Хăтлăлатнă кашни парк — çемьесемшĕн, пирĕн ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшнине палăртакан ырă пулăм», — тенĕ РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ Марат Хуснуллин.

2017 çултан пуçласа Чăваш Республикинче 245 обществăлла вырăна çĕнетнĕ. Кăçал 33 территорие çĕнетме планланă — вĕсене регионта пурăнакансем уçă сасăлав мелĕпе хăйсемех суйланă. 5 муниципалитетра ĕçсене вĕçленĕ те ĕнтĕ. Юлашкинчен ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри сасăлавăн результачĕ тăрăх, çитес çул 25 территорие хăтлăлатма планланă. Вĕсен хушшинче паллă тата пĕлтерĕшлĕ вырăнсем те пур, çав шутра — Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕнчи парк та.

Сăн ÿкерчĕк çинче — Раççей наци проекчĕ шайĕнче хăтлăлатса çĕнетнĕ Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркĕ. Хальхи вăхăтра ку парк — вăрмарсем çав тери кăмăллакан вырăн. Кунта çуран çынсем валли брусчатка сарса çул тунă, саксем, çÿп-çап пăрахмалли урнăсем, светильниксем вырнаçтарнă, ача-пăча валли вылямалли вырăн пур, паркри ГТО площадки вара сывă пурнăç йĕркипе туслисене хăй патне илĕртет. Унсăр пуçне «Туй уçланки» те йĕркеленĕ кунта.

«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ пулăшнипе Свердлов урамĕнчи парк сăн-сăпачĕ те тĕпрен улшăнасса шанаççĕ, кĕтеççĕ вăрмарсем.

 

Ачасем телейлĕ лару-тăрура çитĕнччĕр

K

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта Раççей наци проекчĕсен задачисене пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сăмахран, «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче çемьесене, çав шутра нумай ачаллисене те, пулăшассипе, амăшлăхпа ачалăха хÿтĕлессипе ĕçлеççĕ, ачасем телейлĕ лару-тăрура çитĕнччĕр тесе тăрăшаççĕ.

Çулсеренех çуллахи каникул вăхăтĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр çумĕнче ача-пăча лагерĕ ĕçлет. Унта нумай ачаллă çемьесенчи, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасем канаççĕ, вăхăта усăллă ирттереççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ, тавракурăмне анлăлатаççĕ. Халĕ, урамра ăшă çанталăк тăнă вăхăтра, комплекслă центр ĕçченĕсем тĕрлĕ мероприятисене ытларах уçă сывлăшра ирттереççĕ. Çапла пулмасăр, çулла — урамра вылямалли, канмалли, савăнмалли тапхăр.

Çак кунсенче кунта «Çемье» наци проекчĕн задачисене пурнăçлас, ачасене тĕрлĕ вăйăсене, эстафетăсене хутшăнтарас тĕллевпе «Нептун кунĕ» савăнăçлă мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Шыв тата хаваслăх уявĕ ачасене питĕ килĕшнĕ, вĕсен кăмăлне çĕкленĕ.

Ачасем Авалхи Римра шыв хуçи шутланнă тинĕссен патши Нептун çинчен пĕлме пултарнă, интереслĕ вăйăсемпе эстафетăсене хутшăннă, шыв темипе йĕркеленĕ ташă ташланă. «Çăлав унки», «Тинĕс хумханать...», «Чул, шыв курăкĕ, пулăсем», «Шывпа сирпĕтесси», «Нептун тата ал тупанĕ», «Шыв хăмпине тыт» ăмăртусене хутшăнни ачасен тимлĕхне, хăвăртлăхне, çивĕчлĕхне аталантарма, ачасен хушшинчи туслăха татах çирĕп­летме пулăшнă.

Уява Нептун патша хăй те килсе çитнĕ. Вăл мероприятие хутшăннă ачасене тав тунă, çуллахи каникул вăхăтĕнче ÿссе çирĕпленме, шывра ишме хăнăхма суннă, пурне те тинĕс çимĕçĕсемпе хăналанă.

Ватăсем социаллă пулăшу мерисемпе кăмăллă

Po

«Çемье» наци проекчĕн «Аслă ăру çыннисем» федераллă проекчĕн тĕп тĕллевĕ — ватăсене тата сусăр, хевтесĕр çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшасси. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ĕçченĕсен тивĕçĕсем шăпах та çак тĕллеве пурнăçлассипе çыхăннă.

Нумай пулмасть, акă, ватăсене хăйсен килĕсенчех социаллă пулăшупа тивĕçтерекен 1 тата 2 номерлĕ уйрăмсен заведующи­йĕсем Татьяна Малинкова тата Татьяна Илларионова ĕçлĕ визитпа Аслă Чак ял тăрăхĕн­че пулнă.

Ватăсене социаллă пулăшупа тивĕçтересси Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта ятарлă программăсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланать, ватăсен нушине, кама мĕнпе тата мĕнле, хăш вăхăтра пулăшмаллине, мĕнле мероприятисем ирттермеллине пĕтĕмпех шута илеççĕ.

Ватăсене хăйсен килĕсенчех социаллă пулăшупа тивĕçтерекен 1 тата 2 номерлĕ уйрăмсен заведующийĕсем Татьяна Малинкова тата Татьяна Илларионова ватăсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă, анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама ыйтнă. Çапла майпа вĕсем социаллă пулăшу ватăсен кăмăлне мĕнле шайра тивĕçтернине тĕпченĕ, хăйсен ĕçĕн эффективлăхне мĕнле майпа татах ÿстерме пулнине палăртнă. Пурĕ вĕсем 7 ватăпа тĕл пулса калаçнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче ватăсем кăмăлне хуçакан пулăмсем пĕрре те тупса палăртман. Ватăсем хăйсене киле килсе пулăшса тăнăшăн, кирлĕ чухне медицина пулăшăвĕ илме май панăшăн Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ĕçченĕсене тав тунă.

Çавăн пекех тĕлпулу вăхăтĕнче ватăсене пушар хăрушсăрлăхĕн мерисем пирки ăнлантаракан памяткăсем парса хăварнă, «хĕрлĕ автан» алхасасран сыхă пулмаллине асăрхаттарнă.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика