Культура сферине аталантараççĕ

domИртнĕ эрнере Вăрмар муниципаллă округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова тата унăн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Казакова пулчĕç. Вĕсем Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕпе Василий Шигильдеевпа пĕрле округри культура объекчĕсенчи строительство тата юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç, ыйтусене сÿтсе яврĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн районти культура сферинчи харăсах темиçе объектра ĕçсем пыраççĕ.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче 150 вырăнлăх çĕнĕ капмар культура çурчĕ хăпарса ларнă, халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ. Культура çурчĕн строительствине пĕтĕмĕшле 106 960,10 пин тенкĕ уйăрнă, çак шутра республика бюджетĕнчен 960,10 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 32 пин тенкĕ. Аса илтеретпĕр, Кивĕ Вăрмарти культура çурчĕн строительствине «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пуçăннă.

Çак вăхăтрах Вăрмарти тĕп библиотекăн икĕ хутлă çурчĕн тĕп юсавĕ пырать. Ĕçсене май уйăхĕнче пуçланă. Тĕп юсава «Урмарская» КСО АО пурнăçлать. Пĕтĕмĕшле контракт сумми — 19671,34 пин тенкĕ.

KalikovaÇавăн пекех Пинерти культура çуртне те тĕпрен юсаççĕ. Юсава Çĕнĕ Шупашкарти «Импульс» тулли мар яваплă обществăна шанса панă. Май уйăхĕнче пуçланă ĕçсене ноябрĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелле. Пĕтĕмпе Пинерти культура çуртне юсама 12 225,06 пин тенкĕ уйăрнă, çак шутра республика бюджетĕнчен — 11 614 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран — 611,26 пин тенкĕ.

«Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чулкасри библиотекăна та çĕнетеççĕ.

Тикашри культура çуртне те юсав кĕтет. Ку ĕçе туса ирттерме 2566,6 пин тенкĕ уйăрнă, федераци бюджетĕнчен — 2 464,8 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен — 24,9 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 24,9 пин тенкĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова çавăн пекех юсав хыççăнхи Кавалти культура çуртĕнче те пулса курчĕ.

Унсăр пуçне паянхи кун Патти тата Хуруй ялĕсенче те пуçарулăх бюджечĕн программипе çĕнĕ клубсем хăпартаççĕ.

 

«Мобильлĕ бригада» ватăсемпе инвалидсене пулăшать

photo 2025 07 30 14 46 02«Çемье» наци проекчĕн «Аслă ăру çыннисем» федераци проекчĕ шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр ĕçченĕсем ятарлă автотранспортпа çула тухнă. Спе­циалистсем иккĕмĕш ушкăнри инвалида районти тĕп больницăна диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма илсе çитернĕ.

Çавăн пекех пĕрремĕш ушкăн инвалидне — ятарлă çар операцийĕн участникĕн амăшне паллиативлă уйрăма стационарта сипленме кайса вырнаçтарнă. Çак пациентсем иккĕшĕ те сывлăхне кура медицина учрежденийĕсене хăйсем тĕллĕн çитме пултарайман. Ватăсем комплекслă центрăн ĕçченĕсене тимлĕх уйăрнăшăн, пулăшу кÿнĕшĕн чĕререн тав тунă. Социаллă служба ватăсемпе инвалидсене пулăшни питĕ паха пулнине палăртнă вĕсем.

 

Шкул ачисем ĕçлеççĕ

sanЧăваш Республикинчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн «Раççейри ĕç» Вăрмарти центрĕ çуллахи каникулта 297 шкул ачине ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен патĕнче ĕç укçи илнисĕр пуçне ачасем кадр центрĕнчен те укçа-тенкĕ илеççĕ, уйăхне мĕн чухлĕ ĕçление кура. Центр начальникĕ Михаил Пуклаков пĕлтернĕ тăрăх, центр пулăшнипе çулталăк вĕçлениччен вĕренÿрен пушă вăхăтра Вăрмар округĕн тата тепĕр 80 çамрăкĕ ĕçлеме пултарĕ.

Çул çитмен граждансене ĕçе илессипе вăхăтлăх килĕшÿсем йĕркелекен организацисем хушшинче «Водоканал» тулли мар яваплă общество, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерлă общество, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» акционерлă обществăн Вăрмарти филиалĕ.

Çул çитмен ачасем ытларах пÿлĕмсене тасатнă çĕрте, территорисене ешĕллетессипе тата хăтлăх кĕртессипе, складсене тырă йышăнма хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. 14 çулти шкул ачисем валли ĕç кунĕ эрнере 24 сехетрен ытла пулмалла мар, 16-18 çултисен вара эрнере 35 сехет ытла ĕçлемелле мар. Ĕç укçине вĕсене ĕçленĕ вăхăтне кура шайлаштарса тÿлеççĕ, чи пĕчĕк ĕç укçин калăпăшĕнчен катăк мар.

Аса илтеретпĕр, ĕç шырама заявление «Раççейри ĕç» Пĕрлехи цифра платформинче вырнаçтармалла.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕ

Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика