Физкультурник кунĕ — спортпа сывлăх уявĕ
Иртнĕ канмалли кунсенче çĕршывра Физкультурник кунне паллă турĕç. Çак куна тренерсене, физкультура вĕрентекенĕсене, спорта кăмăллакансене, активлă пурнăç йĕркине тытса пыракансене тата хăйсен тĕслĕхпе ыттисене хавхалантаракансене халалланă.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Физкультурник кунĕ ячĕпе Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта спорт уявĕ иртрĕ. Çанталăкĕ ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ, мероприятие хутшăнас текенсем те йышлăн пулчĕç: округри вĕрентÿ учрежденийĕсемпе организацисен представителĕсем, аслă ÿсĕмри çынсем, çамрăксемпе ачасем. Çапла пулмасăр, вăрмарсем спорт пĕлтерĕшĕ çын пурнăçĕнче паллă вырăн йышăннине, вăл сывлăхлă пулма, кăмăла çирĕплетме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшнине лайăх ăнланаççĕ.
Мероприятие уçнă май пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов тухса калаçрĕç. Пурне те çирĕп сывлăх, кирек мĕнле пуçарура та ăнăçу, ăмăртусенче çĕнтерÿсем сунса малашне те спортпа тата физкультурăпа туслă пулма чĕнсе каларĕç.
Савăнăçлă лару-тăрура чыслав саманчĕ иртрĕ. А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ çумĕнчи волейбол секцине çÿрекен пултаруллă хĕрачасене — «Урмарочка» волейбол командин спортсменĕсене — спорт разрядне тивĕçнине çирĕплетекен удостоверенисем пачĕç. Команда тренерĕ — Александра Теплова. Çавăн пекех «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçланă ентешсене ылтăн знаксемпе чысларĕç. Палăртма кăмăллă, ылтăн знак илме тивĕçнисем хушшинче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те — Зинаида Павлова, Ирина Данилова, Эвелина Михайлова, Ирина Артюкова, Любовь Федотова — пулчĕç. Хаçат вулаканĕсем астăваççĕ пулĕ, ГТО нормативĕсене эпир Шупашкарти «Атăл» физкультурăпа спорт комплексĕнче республикăри тата округсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хушшинче иртнĕ ГТО фестивалĕнче пурнăçланăччĕ.
А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ çумĕнчи фитнес-аэробика уйрăмĕнчи «Надежда» ушкăна çÿрекен хĕрачасем спорт уявне хутшăнакансене хаваслă ташăпа хавхалантарчĕç, унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Вĕсем темиçе лапамра иртрĕç. Пухăннисем хăйсен пултарулăхне дартс енĕпе, 30 тата 100 метрлă дистанцисене чупса тухассипе тĕрĕслеме пултарчĕç, çавăн пекех командăсем хушшинче эстафета та иртрĕ.
Тĕп стадион савăнăçлă сасăсемпе, ачасен куллипе кĕрлесе кăна тăчĕ. Мероприяти пурин кăмăлне те çĕклерĕ тени пĕрре те ÿстерсе калани пулмасть. Ăмăртусем вĕçленсен вара çĕнтерÿçĕсемпе призерсене наградăларĕç. Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине чи пултаруллисем, чи хăвăрттисем, чи çивĕччисем хăпарма тивĕçрĕç. Вĕсене медальсемпе, «Татьяна» суту-илÿ центрĕнчен парне илмелли сертификатсемпе чысларĕç.
Ку статьяра çĕнтерÿçĕсен ячĕсене пурне те каласа тухма та çук, анчах командăсем хушшинчи эстафетăра мала тухнисене палăртар. 1-мĕш вырăна Чупай ялĕнчи çамрăксен команди йышăнчĕ, 2-мĕш вырăна «Романтика» лагерь команди тухрĕ, 3-мĕш вырăна Кивĕ Вăрмар ялĕн команди çĕнсе илчĕ.
Анчах ăмăртусенче мала тухайманнисем те пуçĕсене усмарĕç, мĕншĕн тесен çакăн евĕр спорт мероприятийĕсем халăха савăнăç кÿреççĕ, пĕрлĕх туйăмне çирĕплетеççĕ.
«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.
