«Наци кросĕ»: халăха пĕрлештерекен спорт уявĕ

photo 2025 09 26 09 03 31

Иртнĕ канмалли кунсенче пирĕн çĕршывра, çав шутра Чăваш Республикинче тата Вăрмар округĕнче те, йăлана кĕнĕ пысăк спорт мероприятийĕ — Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупу кунĕ спортпа тата физкультурăпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, çăмăл атлетикăна кăмăллакан хастар çынсене пĕр чăмăра пухрĕ.

Шупашкар хулин Мускав çыранĕнче иртнĕ массăллă чупăвăн стартне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та тухнă, хăйĕн тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарнă. Çапла пулмасăр, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине, физкультурăпа спорта аталантарассине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Регион Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе Чăваш Енре массăллă спорт инфратытăмĕ активлă аталанать. 2020 çултанпа 98 спорт объектне хута янă тата реконструкциленĕ, ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçлама 26 площадка тунă, çитес çул вĕçĕччен тата 9 площадка тума палăртнă. Ку вăл хуласенче те, ялсенче те халăха спортпа туслă пулмашкăн пĕр пек майсемпе тивĕçтерме пулăшать. Спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересссипе Чăваш Ен — Атăлçи федераллă округĕнче лидер шутланать, Раççейпе вара пĕрремĕш 10 регион шутне кĕнĕ.

«Атăл юханшывĕ мĕнле анлă, «Наци кросĕ» те, 20 çул каялла унта хутшăнакансен пĕчĕк «çăлкуçĕнчен» пуçланнăскер, халĕ вăй илнĕ, старта пинĕ-пинĕпе çын тухнине куратпăр. Шупашкарта кăна мар — Чăваш Республикин кашни муниципалитетĕнче те пирĕн ентешсем ăмăртăва йышлăн хутшăнса пирĕн аслă çĕршывăмăрăн мăнаçлăхне тата пĕрлĕхне туйса илме пултараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, пĕрлĕхре пулни пире тата вăйлăрах пулма пулăшать», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Вăрмар округĕнче «Наци кросĕ» чупу кунĕ Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕ. Çанталăкĕ ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ, спорт мероприятине хутшăнакансем те, унчченхи çулсенчи пекех, йышлăн пулчĕç. Пухăннисен кăмăл-туйăмĕ ахаль те çĕкленÿллĕ пулни палăрчĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн фитнес-аэробика уйрăмĕн «Чĕре çемми» ушкăнĕн (руководителĕ Надежда Давыдова) хаваслă ташши вара пурне те тата ытларах савăнăç кÿчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн мобилизаци хатĕрлевĕн, ятарлă программăсен, граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Юрий Ефимов вара, мероприятие ертсе пынă май, спорт уявĕн кашни саманчĕ валли интереслĕ сăмах тупма пултарчĕ.

Вăрмарсене — организацисемпе учрежденисен ĕçченĕсене, ветерансене, çамрăксене, шкул ачисене, ача-пăча сачĕсен воспитанникĕсене — спорт уявĕ ячĕпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Николай Павлов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Игорь Соколов саламларĕç. Спорт пĕлтерĕшĕ сывлăхшăн кăна мар, кăмăл çирĕплĕхĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине, тĕллевсене пурнăçлама, пурнăç çулĕ тăрăх хастаррăн утăмлама пулăшнине каларĕç, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕç.

Унтан чыслав саманчĕ пулчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăланăшăн, Вăрмар округĕн территорийĕнче бокс спортне аталантарма, спорт юхăмне анлăлатма пулăшнăшăн Сергей Гурьева Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе наградăларĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче бокс спортне аталантарма пулăшнăшăн Арапуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Евгения Петрова Чăваш Республикин бокс федерацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Унсăр пуçне пултаруллă çамрăксене — Иван Григорьева, Дмитрий Спиридонова, Ярослав Твердова — ГТО комплексĕн ылтăн значокĕсем пачĕç. 

photo 2025 09 26 09 03 30

Малалла вара ăмăртусен тĕп судйи Александр Ноздрин спорт мероприятийĕн программипе паллаштарчĕ те «Наци кросне» хутшăнакансем старт пулакан вырăналла васкарĕç. Хăнăхнă йăлапа чи малтан VIP-чупу пулчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынипе организацисемпе учрежденисен руководителĕсем стадион тавра пĕр хутчен чупса çаврăнчĕç. Вĕсен хыççăн старта ача сачĕсен воспитанникĕсем, унтан вара шкул ачисем, çамрăксем тухрĕç. Ветерансем те чупăва активлă хутшăнса хăйсен спортри пултарулăхне черетлĕ хутчен çирĕплетрĕç. Ăмăртусенче мала тухнисем çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарса яваплă çынсен аллисенчен медальсемпе грамотăсем, «Наци кросĕ» символикăллă парнесем илме тивĕçрĕç.

photo 2025 09 26 09 03 30 2

Ку çеç-и-ха? Шăпах çак кун А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн территорийĕнче тепĕр интереслĕ мероприяти — «Папа-Фест» фестиваль иртрĕ. Ăна Раççейре паллă тăвакан Ашшĕсен кунне халалланă. Тĕллевĕ — çемье йăлисене çынсем хушшинче сарасси, ашшĕлĕх хаклăхне аталантарасси, ачасемпе ашшĕсен творчество потенциалне пурнăçласси, ачасемпе тĕрлĕ профессиллĕ ашшĕсен тĕлпулăвне йĕркелесси.

Фестиваль шайĕнче 9 лапам ĕçлерĕ. Васкавлă службăсен — 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн, васкавлă медицина пулăшăвĕн — представителĕсем ачасене хăрушсăрлăх правилисем пирки аса илтерчĕç тата ятарлă техника ĕçĕпе паллаштарчĕç. Тĕрлĕ мастер-классем те иртрĕç: автомат салатса пуçтарасси, туристла тĕвĕ çыхасси, шахматла вылясси, портрет ÿкересси, кашпо çыхасси, кăçатă йăваласси. Савăнăçла шавпа кĕрлесе кăна тăчĕ спорт шкулĕн территорийĕ тата тĕп стадион.

photo 2025 09 26 09 03 30 3

Çапла вара республикăшăн паллă спорт пулăмĕ — Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупу кунĕ — халăх хушшинче анлă сарăлни тепĕр хутчен çирĕпленчĕ. Пилĕк çул хушшинче Чăваш Енре çак массăллă ăмăртусене хутшăнакансен йышĕ пилĕк хутчен ÿснĕ — 9382 çынран 47389 çын таран, çав шутра Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта — 1893 çынран 10784 çын таран.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика