Вăрмар футболисчĕсем — ăмăртусен çĕнтерÿçисем
2025 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 11-мĕшĕччен Шупашкарти «Олимпийский» стадионта 50 çулти тата аслăрах ветерансем хушшинче футболла выляса мала тухассипе Чăваш Республикин ăмăртăвĕсем /9х9/ иртрĕç.
Спорт мероприятийĕн тĕллевĕ — футбол вăййине малалла аталантарасси тата халăх хушшинче сарасси, çынсен сывлăхне çирĕплетесси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, командăсен спортри ăсталăхне ÿстересси тата вĕсен хушшинче чи вăйлисене тупса палăртасси.
Ăмăртусене 10 команда хутшăннă: Йошкар-Ола хулинчи «Наша Арена», Шупашкар хулинчи «Сталь», «Динамо — Интерлак», «Крылья», «Энергия — 50Ç» Патăрьел салинчи «Темп — Вега», Козьмодемьянск хулинчи «Сила», Çĕнĕ Шупашкар хулинчи «Заря», Çĕрпÿ хулинчи «Цивильск», çавăн пекех «Волга-ТАВ-Урмары».
Çак кунсенче ăмăртусен юлашки вăййисем пулса иртрĕç. «Волга-ТАВ-Урмары» команда ăмăртусем вĕçлениччен икĕ тур маларах, срок çитичченех, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Юлашки вăйăсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи «Заря» тата Козьмодемьянск хулинчи «Сила» командăсене иккĕшне те 5:1 шутпа çĕнтерсе турнира çĕнтерÿпе вĕçлерĕ.
Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пирĕн команда 16 хутчен çĕнтернĕ, икĕ вăййа никам та çĕнтерейменнипе вĕçленĕ, пĕр вăййа та выляса яман, 50 очко пухнă, 59 мечĕк тапса кĕртнĕ тата 10 мечĕкрен хÿтĕленеймен. 2-мĕш вырăна 40 очко пухса Шупашкар хулинчи «Сталь» команда йышăнчĕ, 3-мĕш вырăна 36 очко пухса Йошкар-Ола хулинчи «Наша Арена» команда тухрĕ.
Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ командăсене кубоксемпе тата медальсемпе чысланă. «Чи лайăх вăйăçă» номинацинче пирĕн командăри Юрий Евлампьева палăртнă, «Чи лайăх бомбардир» номинацинче вара 27 мечĕк тапса кĕртнĕ Александр Краснова наградăланă.
Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ
Чăваш Республикин Кубокĕнче кĕмĕле тивĕçнĕ
Пирĕн ентешĕмĕр — пултаруллă самбист, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ Кирилл Яковлев /тренерĕ — Лев Кузьмич Уливанов\ — черетлĕ çĕнтерÿпе палăрчĕ. Октябрĕн 12-мĕшĕнче вăл Шупашкарти «ЭКРА» самбо клубĕн спорт залĕнче арçынсем хушшинче самбо енĕпе иртнĕ Чăваш Республикин Кубокне ăнăçлă хутшăнчĕ. 98 килограмм таякан самбистсем хушшинче Кирилл 2-мĕш вырăна тухса кĕмĕл призер пулса тăчĕ.
Чăваш Республикин Кубокĕ — пирĕн регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Унта мала тухни хисепе тивĕç. Малашне те Кирилл пире спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шанатпăр.
Лев УЛИВАНОВ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ тренерĕ
Бокс уйрăмне çĕнĕ хатĕрсемпе тумсем панă

2025 çулта Раççейри бокс Федерацийĕ тата бокса кăмăллакансен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕ /IBA/ хăйсен умне пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев лартнă: мĕнпур спортсмена экипировкăламалла, залсене Федераци нормисемпе килĕшсе тăракан условисемпе тивĕçтермелле. Кун пирки IBA президенчĕ Умар Кремлев палăртса каланă.
«Залсене — инвентарь» акци шайĕнче А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн бокс уйрăмне те экипировкăланă — боксер перчеткисем, шлемсем, боксер формисем тата боксеркăсем панă. Халĕ бокс уйрăмне çÿрекен кашни спортсмен хăйĕн ăсталăхне Раççейри бокс Федерацийĕн стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн туптама пултарать.
Вăрмар боксерĕсене экипировкăлама спорт сообществин активлă участникĕсем Сергей Гурьев тата Евгения Петрова пулăшнă. Вĕсем тăрăшнипе акци ăнăçлă иртнĕ.
Çĕнĕ хатĕрсемпе тумсем тренировкăсене хăтлă тата хăрушлăхсăр условисенче ирттерме май парĕç, çамрăк спортсменсене хавхалану кÿрĕç, бокс спортне аталантарма пулăшĕç. Спортсменсене пахалăхлă экипировкăлани хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе кăна çыхăнман, ку вăл вĕсен ăсталăхне тата кăмăл çирĕплĕхне ÿстерес тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Вăрмар боксерĕсем тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусенче палăраççĕ, малашне вĕсен çитĕнĕвĕсем тата курăмлăрах пуласса шанатпăр.
Геннадий НИКОЛАЕВ, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн бокс уйрăмĕн тренерĕ
«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.
