Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн çĕршывра «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи пурнăçланать. Унăн тĕллевĕсем хушшинче: граждансене физкультурăпа спорта явăçтарма условисемпе тивĕçтересси; халăха спорт инфратытăмĕн объекчĕсемпе чăрмавсăр усă курма майсем туса парасси; физкультурăпа спорт сферин кадрĕсене хатĕрлемелли тытăма йĕркелесси тата ытти те. Программа пурнăçланса пынă май физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен пайĕ 2030 çул тĕлне 70 процента çитессе кĕтеççĕ.
«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри — Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО\ физкультурăпа спорт комплексĕ. Вăл Раççейре пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме тата активлă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарма пулăшать.
ГТО комплексĕ çĕршывра чăннипех те аталану çул-йĕрĕпе пырать, Вăрмар округĕнче те çаплах. Ача сачĕсен воспитанникĕсем те, шкул ачисем те, аслăрах ÿсĕмрисем те — çав шутра тĕрлĕ учрежденисенче ĕçлекенсем пĕтĕм коллективĕсемпех, уйрăмшарăн та — нормативсене пурнăçлассине хастаррăн хутшăнаççĕ.
ГТО нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пирĕн округра тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ категорири çынсем хушшинче ятарлă мероприятисем, фестивальсем, конкурссем иртеççĕ. Акă, çак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн муниципаллă служащийĕсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн хĕллехи фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале хутшăнакансем умĕнче хавхалантаракан сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ Николай Павлов тухса калаçрĕç, нормативсене ăнăçлă пурнăçлама сунчĕç.
ГТО нормативĕсене пурнăçлакансем гимнастика сакĕ çине тăрса кам хăш таран пĕшкĕнме пултарнине тĕрĕслерĕç, вырăнтан вăрăмăшне сикрĕç, çурăм çине выртса кĕлеткине çĕклерĕç, отжимани турĕç. Яваплă судьясем вара кам мĕнле кăтартупа палăрнине çырса пычĕç. Спорт уявĕ унта хутшăнакансен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ, малалла та сывă пурнăç йĕркипе туслă пулма хавхалану парнелерĕ.
Палăртмалла, ГТО знакĕшĕн 6 çулхи ачасенчен пуçласа 70-е çитнисем тата вĕсенчен те аслăраххисем тупăшма пултараççĕ. Ку вăл кашнин хăйĕн ирĕкĕпе пулса пырать, çакна тума никама та хистемеççĕ. Нормативсене пурнăçлас текенсен ятарлă тĕрĕслевсем витĕр тухмалла. Хĕрарăмсемпе арçынсен хăйсен уйрăм нормативсем. Вĕсене пурнăçлакансене ГТО комплексĕн ылтăн, кĕмĕл е бронза медалĕсемпе наградăлаççĕ. ГТО нормативĕсене пурнăçласа значок илекенсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Абитуриентсем ЕГЭ результачĕсем çумне хушма балсем илейреççĕ, студентсене вара хушма стипендипе савăнтарма пултараççĕ. Официаллă ĕçлекен çынсен налук тÿленин пĕр пайне тавăрма ирĕк пур тата ытти те. Чи пĕлтерĕшли вара — ГТО вăйлă та сывлăхлă, çирĕп пулма пулăшать, ГТО значокĕ çын ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннине çирĕплетет.
Ирина Данилова
