Кавал ял тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе, Вăрмар округĕн чысне тĕрлĕ шайри ăмăртусенче чыслăн хÿтĕлекен спортсменсемпе, тăрăшуллă тренерсемпе мухтавлă. Кавалта, округри ытти ялсенчи пекех, халăха спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма условисемпе туллин тивĕçтерме, «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программин тĕллевĕсене пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çапла пулмасăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни ачасемшĕн те, аслисемшĕн те çав тери усăллă.
2020 çулта, сăмахран, Кавал ял тăрăхĕнче пысăк ĕçсем туса ирттернĕ: спортпа физкультурăна кăмăллакансем валли Кавал ялĕнчи Ленин урамĕнче тата Кивĕ Вĕренер ялĕнчи Центральная урамра хальхи йышши ятарлă спорт площадкисем йĕркеленĕ.
2024 çулта Кавалти культура çуртĕнче вырнаçнă спортзала юсама май килнĕ. Ун чухне çĕнĕ пластик чÿречесем лартнă, хутса ăшăтмалли тытăма çĕнетнĕ тата ытти те. Спортзала кĕмелли алăк тăрринче: «Сывлăха çирĕплетмелли физкультура залĕ», — тесе çырни халĕ аякранах курăнать. Спортзалта физкультура урокĕсемпе тĕрлĕ ăмăртусем ирттереççĕ, çавăн пекех кунта футбол тата ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Ачасемпе çамрăксене спорта явăçтарас ĕçе Кавал шкулĕнчи физкультура вĕрентекенĕ тата А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн тренерĕ Алексей Иванович Николаев пурнăçлать.
Çак кунсенче спортзалта тепĕр пысăк ĕç туса ирттернĕ. Кавалта пурăнакан Юрий Генрихович Ковалевский 160 пин тенкĕлĕх спонсорла пулăшу кÿнипе урайне, чÿрече рамисене сăрланă, спорт вăййисене выляма урайĕнче йĕрсем ÿкерсе тухнă, стенасене якатса сăрланă. Ĕçсене çак ялтах пурăнакан Лариса Горшкова, Екатерина Ефремова тата Анжела Федорова кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă.
«Хам та çак спортзалтах выляса, чупса ÿснĕ эпĕ, ачалăх кунĕсем куç умĕнчех, çавăнпа спортзала юсама пулăшас кăмăл çуралчĕ. Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакан ачасемпе çамрăксем физкультурăпа тата спортпа туслă пулма хавхаланччăр, ырă-сывă çитĕнччĕр», — тет Юрий Генрихович.
«Тавах Юрий Генриховича та, юсав ĕçне пурнăçланă хĕрсене те ырă кăмăлĕсемшĕн, тăрăшулăхшăн. Халĕ спортзал хăтлăланчĕ, илемленчĕ, çуталсах кайрĕ», — палăртать Кавалта физкультурăпа спорта аталантарма чунтан вăй хуракан активлă та хастар Алексей Иванович.
Ирина ДАНИЛОВА
