Кивĕ Вăрмарти «Культура» наци проекчĕпе хăпартма пуçланă 150 вырăнлăх культура çурчĕн строительстви вĕçленнĕ.
Пĕтĕмĕшле республика тата вырăнти бюджетсенчен 106,9 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă. Культура çурчĕн территорине хăтлăх кĕртнĕ, йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрнă. Анчах та хальхи вăхăтра документсемпе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ: çуртăн техпланне тата культура çуртне эксплуатацие кĕртессипе акт хатĕрлеççĕ. Çывăх вăхăтсенелле культура çурчĕ уçăлĕ ĕнтĕ. Паллах, çакă Вăрмар округĕнче, Кивĕ Вăрмарта пурăнакансемшĕн асра юлмалли паллă пулăм пулĕ.
Культура çуртĕнче креслосем лартнă, музыка оборудованийĕ, сценăна тумлантармаллисем, чаршавсемпе тюльсем, жалюзи, сĕтел-пукан, оргтехника кÿрсе килнĕ.
Киввăрмарсем çĕнĕ клуб алăкĕсене уçса ярасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
ПИНЕРТИ КУЛЬТУРА ÇУРТНЕ ЮСАÇÇĔ
Хальхи вăхăтра «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Пинерти культура çуртне юсассипе «Импульс» тулли мар яваплă общество вăй хурать.
Асăннă культура çуртне тĕпрен юсама республика тата вырăнти бюджетсенчен пурĕ 11 миллион та 308 пин тенкĕ уйăрнă. Çак обществăн ĕçченĕсем: Надежда Зелотова, Галина Лаптева, Надежда Егорова шал енчен штукатурка ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Павел Сурков, Владимир Горшков, Сергей Виноградов, Антон Антонов рабочисем кунти пÿлĕмсен маччисене тата стенисене гипсокартонпа хуплаççĕ. Культура çуртĕнче ĕçсем мĕнлерех шайра пынипе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Викторович Шигильдеев та кăсăкланчĕ. Вăл кунти рабочисене ĕç хăвăртлăхне ÿстерме палăртса хăварчĕ.
Зинаида Павлова, Эвелина Михайлова
