Чулкасра кĕçех çĕнĕ модульлĕ библиотека уçăлĕ, çемье вулавăшĕ пулĕ ку. «Урмарская» КСО кунта кăçал тĕплĕ юсав туса ирттернĕ: чÿречесене, урайне улăштарнă, стенасене, тÿпене çĕнетнĕ, çутта малтанхичен чылай лайăхлатнă.
Библиотекăра ăшă. Вероника Владимировна Леонтьева заведующи библиотека çĕнĕ сывлăшпа ĕçлесе каясса чăтăмсăррăн кĕтет. Вăл «Çемье хаклăхĕсем тата культура инфраструктури» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ЧР Наци библиотеки йĕркеленипе «Çĕнĕ форматри библиотека» хушма професси программипе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Пĕлÿ илнĕ вăхăтра Вероника Владимировна ĕçре усă курмалли çĕнĕ йышши технологисене алла илнĕ, çынсене библиотека ĕçне, вулава явăçтарассипе çĕнĕ программăсемпе ĕçлеме тытăнĕ. Чун-чĕререн тăрăшса пысăк хавхаланупа хутшăнать вăл халĕ те модельлĕ библиотекăна аталантарас ĕçе.
Модернизаци программипе килĕшÿллĕн модельлĕ библиотекăна 1446 экземпляр çĕнĕ кĕнеке кÿрсе килнĕ, киввисене çĕнетнĕ. Ача-пăча валли, художествăлла литература, детективсемпе романсем — йăлтах çĕнĕ кĕнекесем. Вĕсене йăлтах çÿлĕксем тăрăх типтерлĕн вырнаçтарса тухнă ĕнтĕ. Çавăн пекех ачасем валли сĕтелçи вăййисем 30 штук, интерактивлă панель, çĕнĕ сĕтел-пукан илсе килнĕ вулавăша, çамрăксем валли 2 компьютер пулĕ. Библиотекăра çул çитмен ачасен хутшăну территорийĕ пулĕ, ун валли ятне тупмалла халĕ.
Хальхи вăхăтра библиотекăна ачасемпе аслă ÿсĕмрисем валли 14 тĕрлĕ хаçат-журнал килсе тăрать.
Унсăр пуçне библиотека модернизацийĕн программи тăрăх Чулкасри культура çуртĕнче пулăмсен залĕ уçăлĕ, кунта анлăрах мероприятисем, семинарсем, тĕлпулусем ирттерме палăртнă.
Ял ачисемшĕн, ял халăхĕшĕн вăхăта усăллă ирттермелли чăннипех те питĕ пуян библиотека пулĕ ку. Декабрь уйăхĕн вĕçнелле уçма палăртаççĕ ăна. Çĕнĕ çул умĕн чулкассем валли хăйне майлă парне пулĕ.
Эвелина Михайлова
