Мăнçырма çĕрĕ çинче ÿссе çитĕннĕ Раççей Геройне Сергей Юрьевич Ильина асăнса Вăрмарти Спорт çуртĕнче алла-аллăн тытăçса ăмăртассипе пĕрремĕш хут турнир иртрĕ.
Спортзалта Сергей Юрьевич Ильинăн çутă сăнарĕллĕ пысăк баннер вырнаçтарнă. Ăмăрту тăршшĕпех сăнарĕ тейĕн вăл пурне те, пирĕнпе юнашар пулнă пекех туйăнчĕ...
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн иртнĕ спорт ăмăртăвĕ чылай сумлă çынна пуçтарчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков, ЧР Çар комиссариачĕн Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка тата Вăрмар округĕсенчи комиссариачĕн представителĕ Андрей Михайлов, Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ, отставкăри подполковник Александр Жилов, Чăваш Республикинчи «Пограничное братство» обществăлла организацин правлени председателĕ Анатолий Шорников, Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕ Николай Николаев, Сергей Ильинăн йăмăкĕ Екатерина Ильина, тинĕс çар флочĕн ветеранĕсемпе пехотинецĕсем, Раççей Геройĕн юлташĕсем, спорта кăмăллакансем тата ыттисем те йышлăн пуçтарăнчĕç çак кун. Мероприяти ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Кашкăр тинĕс пехотин 155-мĕш уйрăм бригадине халалласа хăй çырса кĕвĕленĕ «Хура беретсем» юррине шăрантарнинчен пуçланчĕ. Ăмăртăва уçнă май Олег Кошельков сăмах илчĕ, хăй вăхăтĕнче Мăнçырмари шкулта истори учителĕ пулнă май Сергей Ильина вĕрентнине, вăл анлă тавракурăмлă ача пулнине аса илчĕ, паттăрăн тăван йăмăкне Екатерина Юрьевнăна хисеплесе чечек çыххи тыттарчĕ. Ятарлă çар операцийĕн мухтавлă ывăлĕ ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ турнир пуçланиччен. Сергей Юрьевичăн амăшне Елена Федровнăна тата çемйине çĕршыва çакăн пек маттур ывăл çуратса панăшăн, ăна тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тав турĕç, ентешĕмĕрпе чăннипех те мухтаннине палăртрĕç. Вăл вĕреннĕ Мăнçырма шкулĕнче Герой парттине уçнă, çуралса ÿснĕ урама хисеплесе унăн ятне панă. Çак спорт турнирĕ йăлана çирĕп кĕрсе юлса пире ентешĕмĕрĕн ятне чыслăн çÿллĕ шайра упрама май парĕ.
Ăмăртăва çамрăк спортсменсем — Канашри «Локомотив», Шупашкарти «Триумф», «Ахиллес», Çĕнĕ Шупашкарти «Аполлон» спорт клубĕсен командисем хутшăнчĕç. Хĕрлĕ тата кăвак тĕслĕ экипировкăллă арçын ачасемпе каччăсем хăйсен категорийĕсенче икшерĕн вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем, статуэткăсемпе парнесем парса чысларĕç.
Раççей Геройне халалланă ăмăртăва йĕркелесе ирттерсе ярас ĕçе чылай çын хутшăннă, вĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Василий Шигильдеевăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Спорт çуртĕнчи мероприяти вĕçленнĕ хыççăн тинĕс çар пехотин ветеранĕсем, Сергей Ильинăн юлташĕсем Вăрмар поселокĕнчи çар морякĕсемпе пехотинецĕсене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
