Пирĕн паянхи статьян тĕп геройĕ — ялта çуралса ÿснĕ, ял пурнăçне юратакан çамрăк — Сергей Николаевич Мальков. Кивĕ Вĕренер ялĕн ывăлĕ мĕн ачаранах патриотизм туйăмĕпе çитĕннĕ. Кÿршĕре пурăннă Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕпе туслă çыхăнура пулса ÿснĕ. Шыв кÿрсе килсе пулăшнă, хĕлле юр хырнă, лавккаран апат-çимĕç илсе килсе панă. Пурнăç çинчен те нумай калаçнă ачапа ватă. Çапла мĕн пĕчĕкрен патриотлăх мĕнне лайăх ăнланса ÿснĕ Сергей.
Кавалти, Вăрмарти шкулсенчен вĕренсе тухсан çамрăк салтака кайнă, службăра связист пулнă. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăнсан стройкăсенче тăрăшнă, Санкт—Петербургри «ЛС-групп» ООО-ра технологи пăрăхĕсен монтажникĕ пулса ĕçленĕ. Çар операцийĕ пынă вăхăтра, тăван çĕршыва хÿтĕлеме арçынсем кирлине кура контрактник пулса службăна кайма шут тытать. Хăйĕн шухăшне вара чи малтан Люба аппăшĕпе сÿтсе явать. Паллах, каярах амăшне, Татьяна Петровнăна та, калама тивет кун пирки.
2023 çулхи октябрь уйăхĕнче Сергей Мальков çар операцийĕн участникĕ пулса тăрать, Запорожье облаçĕнчи 56-мĕш десантпа штурм полкне лекет. «Малек» позывнойпа палланă ăна унта пурте. Кунта малтанах стрелок, ун хыççăн отделени командирĕ, каярах взвод командирĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ пулса тăрать. Çар операцийĕнчи пĕрремĕш заданине пурнăçлама кайсанах талăк хушшинчех юлташне амантнине, унăн куçĕсем курми пулса ларнине аса илет Сергей. Çакăн пек чуна пырса тивекен тĕрлĕ пулăмпа куçа-куçăн тĕл пулма тивнĕ унăн çапăçу хирĕсенче. Йывăрлăхра çухалса кайман, чăн-чăн паттăр пулса кирек епле лару-тăрура та çирĕплĕх кăтартнă çар çынни. Анчах та 2024 çулта Сергей хăй те минометсем пени айне лекет, харăсах пуçран, алăран, ураран амантаççĕ ăна. Çапăçу хирĕнчен 3,5 километр хăй вăйĕпе рота командирĕ таран çитет вăл, кунта пĕрремĕш пулăшу кÿреççĕ, юнашарти полкри медиксем патне çитереççĕ аманнă салтака. Севастополь хулинчи госпитальте 4 уйăх сипленнĕ вăл. Анчах та сылтăм алли тÿрленмен-ха унăн. Операци тумалла. Алă ĕçлеменнине кура салтака инвалидноç йышăнтарса 2025 çулхи сентябрь уйăхĕнче çар операцийĕнчен комиссилеççĕ. Çар операцине икĕ çул хутшăннă вăл, çак вăхăтра пысăк патшалăх наградисене тивĕçнĕ: Орден Мужества, «За боевые отличия» /2024 çул\, «За отвагу» медальсене /2025 çул\.
Хальхи çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче Сергей Николаевич. Округра иртекен тĕрлĕ мероприятисен сумлă хăни вăл час-часах паянхи кун. Чупайĕнче çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă Владимир Сергеева халалласа ирттернĕ йĕлтĕр ăмăртăвĕн мероприятине, округри оборонăпа массăллă уйăхлăха халалласа Пинерти тĕп шкулта пулнă слета хутшăннă, хăй вĕренсе тухнă тăван Кавал шкулĕнче ачасемпе Паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ вăл.
Халĕ Сергей Николаевич умĕнче — пурнăçри çĕнĕ тапхăр, мирлĕ пурнăçа хăнăхса хăйĕн вырăнне тупасси. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет халĕ. Пысăк ĕмĕчĕ те пур унăн — харпăр хăй ĕçне уçасшăн Сергей. Умри çулĕсем такăр пулччăр, ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр Сергей Мальковăн!
Эвелина МИХАЙЛОВА
