«Ыр çын каять — ят юлать», — теççĕ халăхра. Çак сăмахсене Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ таврапĕлÿçи, вĕрентекен, поэт Владимир Васильевич Толматов çинчен те калама пулать. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче вăл пултарулăх тÿпинче çутă йĕр хăварнă. Владимир Васильевича асăнса Вăрмарти историпе таврапĕлÿ халăх музейĕнче «Унăн сăмахĕ кашнин чĕринче...» ятпа астăвăм каçĕ иртрĕ.
Мероприятие музей экскурсовочĕ Галина Корытникова ертсе пычĕ, Вăрмар шкулĕнче нумай çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Владимир Толматовпа пĕрле ĕçленĕ вĕрентекенсем Валентина Антоновăпа Галина Левина, «Хĕрлĕ ялав» редакцийĕнче пĕрле ĕçленĕ Анисса Белова, Вăрмар округĕн таврапĕлÿçисем Юрий Петров-Сантус, Геннадий Эверсков, Анатолий Иванов, Николай Гаврилов, Галина Матвеева, Геннадий Матвеев, Надежда Михайлова, Татьяна Дорофеева-Миро, Светлана Романова, Иван Грачев, Владимир Васильевичăн йăмăкĕ Екатерина Васильевна хăйĕн мăшăрĕпе хутшăнчĕç.
Владимир Васильевич Толматов 1966 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ. Вăрмарти 2-мĕш, 1-мĕш номерлĕ шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентнĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Пухăннисем унпа пĕрле ĕçленĕ çулсене ăшă туйăмсемпе аса илчĕç, Владимир Васильевич ырă кăмăллă, таса чунлă, ăслă-тăнлă, культурăллă çын пулнă тесе палăртрĕç. Вăл шкулта ирттернĕ уроксем вĕренекенсен асĕнче яланлăхах юлĕç, выпускникĕсем ăна лайăххипе кăна аса илеççĕ.
Владимир Васильевич пултарулăх енĕпе те палăрса тăнă. «Хĕрлĕ ялав» хаçат вулаканĕсем унăн статйисене, очеркĕсене сăввисене çав тери кăмăлланă. Çапла пулмасăр, кашни йĕрки тарăн шухăшлă, интереслĕ, пуян пулнă унăн, кашни çынна тыткăна илнĕ. Автор тăван тăрăха, историне юратни палăрнă. Пĕтĕмĕшле каласан — анлă тавракурăмлă сăмах ăсти.
Пурăннă пулсан Владимир Толматов апрелĕн 26-мĕшĕнче 60 çул тултармаллаччĕ. Çак дата тĕлне «Ан иксĕлтĕр ыр кăмăл» ятпа унăн сăввисен кĕнеки тухнă. Мероприятие хутшăнакансем çĕнĕ кĕнекене пысăк хак пачĕç. Çăмăллăн вуланакан илемлĕ сăвăсенче кашни сăмахĕ тепринпе шăрçа евĕр çыхăнса пырать. Тăван ялне, çывăх çыннисене халалланисем те, патриотлăх темипе çыхăннисем те, çутçанталăк пулăмĕсене сăнлаканнисем те пур кĕнекере. Шел, автор ăна хăй аллине тытса кураймарĕ...
Астăвăм каçĕ ăшă лару-тăрура иртрĕ, кăштах тунсăх сĕмĕ те сисĕнчĕ. Владимир Васильевич Толматов хăйĕн ĕçне парăннă çын пулнă, пурнăçа юратнă, ыттисене хисеплеме пĕлнĕ. Унăн ырă ячĕ яланах пирĕн асăмăрта юлĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
