Çĕнтерÿпе саламлатпăр!

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Наци музейĕнче «Хĕрарăмсен чи лайăх клубĕ» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Мероприяти республикăри хĕрарăмсен вун виçĕ пĕрлешĕвне пухрĕ. Кашни пĕрлешÿ хăйне евĕрлĕ социаллă пуçарусемпе паллаштарчĕ. Пур команда та Тав çырăвĕсене тата пылак парнесене тивĕçрĕ. Çирĕп ыйтакан жюри 5 тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Палăртма кăмăллă, «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕн Вăрмарти уйрăмĕ çумĕнчи «Вăрмарти ĕçлĕ аннесем» клубĕ «Йăла-йĕрке управçисем» номинацире çĕнтернĕ. Çак клуб ĕçне кадрсемпе ĕçлекен специалист Альбина Николаевна Лукина йĕркелесе пырать.«Вăрмарти ĕçлĕ аннесем» 2024 çулхи июнь уйăхĕнче ĕçлесе кайнă. Унăн тĕллевĕ — хĕрарăмсене ĕçе вырнаçма, пурнăçра хăйсене реализацилеме пулăшасси. Икĕ çул хушшинче вăл професси тĕлĕшĕнчен ÿсмелли чăн-чăн площадка пулса тăчĕ. Паянхи кун та «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вăл хăйĕн ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пырать.
Вăрмар округĕнче çĕнĕ сывату корпусĕн строительстви старт илчĕ

Вăл Вăрмарти тĕп больницăн поликлиника çурчĕпе сыпăнса тăрĕ. Асăннă калăпăшлă строительство объектне «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче хăпартаççĕ. Пĕтĕмĕшле ĕçсене 2029 çулхи май уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Çĕнĕ объект пирĕн округри сывлăх сыхлавĕн инфратытăмне тĕпрен çĕнетме май парĕ. Сывату корпусĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 8 пин тăваткал метр пулĕ. Çĕнĕ корпусра реанимаци, ача-пăча, хирурги, терапи уйрăмĕсем вырнаçĕç. Стационарта - 81 койко-вырăн хатĕрлĕç. Больницăн кивĕ çурт-йĕрĕпе танлаштарсан çĕнĕ çурта медицина учрежденийĕсене мĕн кирлине йăлтах шута илсе хăпартаççĕ, çак шутра — вăйсăр çынсем валли условисем туса парасси те кĕрет.
Строительство ĕçĕсене пурнăçлаканĕ — «БУЛГАРСТРОЙКОМПЛЕКТ» компани. Подрядлă организаци ĕçсене пуçăннă ĕнтĕ. Строительство лапамĕнчи кивĕ çуртсене салатнă, инженери коммуникацийĕсене куçарнă, çĕр ĕçĕсем пыраççĕ. Умра — пысăк стройка.
«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе хăпаракан çак объектăн пуласлăхĕ пысăк. Вăл округра пурăнакансен пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме май парĕ. Çĕнĕ корпус пациентсене отделенисем тăрăх кайма урама тухмасăрах çÿреме май парĕ, уйрăмах хĕллехи вăхăтра пĕлтерĕшлĕ çакă. Çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕпе, çĕнĕ сывату технологийĕсемпе тивĕçтерни сывă та активлă пурнăçăн никĕсĕ пулса тăрĕ.
Ĕçсĕр граждансене пулăшаççĕ

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕн Вăрмарти уйрăмĕнчи вакансисен ярмăркки иртнĕ. Кунта ĕçе вырнаçас текен 10 çын хутшăннă. Ĕçпе тивĕçтерекенсем 54 ваканси тăратнă пулнă. Вăрмар округĕн территорийĕнче хăмла çитĕнтерсе ăна тирпейлессипе ĕçлекен «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн директорĕн заместителĕ вакансисем пирки тĕплĕ информаци панă. Çапла хăмла пуçтармалли вăхăтра водитель пулса ĕçе вырнаçма пĕр çынпа килĕшÿ тунă. Вакансисен ярмăрккинче ĕç шыраса килнĕ пур çын та ĕçпе тивĕçтерекенсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма пултарчĕç, ыйтусем пачĕç, хăйсене кирлĕ информацине илчĕç. Ĕç шыраса килнĕ 5 хĕрарăм Вăрмар муниципаллă округĕн «Центр хозяйственного обеспечения» муниципаллă автономи учрежденине повар, кухня ĕçченĕ пулса ĕçе вырнаçса çывăх вăхăтра ĕçлеме пуçлама направлени илнĕ.
Çавăн пекех сентябрĕн 15-мĕшĕнче кадрсен центрĕнче ĕç шыракансем валли пĕлтерĕшлĕ пулăм иртнĕ — «Выгорание: перезагрузка. Новый взгляд» темăпа психологи пулăшăвĕн тренингĕ. Мероприятие граждансен уйрăм категорийĕ валли ирттернĕ — виçĕ уйăхран та ытла ĕçсĕррисен статусĕпе пурăнакансем, 50 çултан аслăраххисем валли. Тăватă сехет куçăн майпа иртнĕ тренинг. Тĕлпулу психолог ушкăнпа ĕçленинчен пуçланнă. Ĕçсĕррисем хăйсем мĕнрен шикленнине, хăранине уççăн палăртрĕç: укçа-тенкĕ çитменни, çывăх çынсем айăплани...
Тĕлпулăвăн пахалăхĕ теорире кăна мар, тухăçлă практика пайĕнче пулчĕ. Участниксем ваканси шыранă вăхăтра харпăр хăйсене пулăшу кÿмелли экспресс- мелсене вĕренсе çитрĕç. Мероприяти вĕçленнĕ тĕле кашни çын хăйĕн вăй-халне тавăрмалли практика инструменчĕсен пуххине илчĕ. Психолог палăртнă тăрăх, çакăн пек тĕлпулусем ирттерни çынсене хăйсене килĕшекен ĕç тупма хăюлăх параççĕ.
Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
