Патшалăхăн укçа-тенкин куçăмĕпе пĕлсе те тĕрĕс усă курасси тÿрремĕнех Раççей Федераллă казначействинчен килет, мĕншĕн тесен Федераллă казначейство бюджет укçи-тенкин куçăмне сăнаса тăрать. Çавăн пекех патшалăх бюджечĕн çирĕплĕхне те вĕсемех йĕркелесе пыраççĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ: «Патшалăх пуянлăхĕ — патшалăх хыснинчен килет», - тесе.
Казначействăна туса хуни тата унăн аталанăвĕ те патшалăх хыснине çирĕп тытса пырса туллин усă курассипе çыхăннă. Авал çырса хăварнисенчен казначей профессийĕ питех те хисеплĕ, пысăк чинлă пулни палăрать. Ăна çирĕп те шанчăклă çынсене кăна шаннă. 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче казначейсем хуçалăх кĕнекисене тытса пынă, пошлинăсем пуçтарса ăна шута илнĕ, тÿлеменнисене суда пама та пултарнă. Каярахпа казначейсен чылай ĕçĕ суд приставĕсем çине куçнă.
Хальхи вăхăтра казначейсем федераллă тата вырăнти бюджетсенчи укçа-тенкĕне йĕркере тытакансен тата вĕсене илекенсен кăтартăвĕсене сăнаса тăраççĕ, çавăн пекех федераллă бюджет касси мĕнле пурнăçланса пынине шута илсе тата укçа-тенкĕпе çыхăннă ытти тĕрлĕ енлĕ операцисене çирĕп тытса пыраççĕ. «Электронный бюджет» мелĕпе те ĕçлесе реестрсене, килсе кĕнĕ тупăша тата расхута йĕркелесе тытса пыраççĕ тата ытти те. 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа федераллă казначейство органĕсем патшалăх заказчикĕсен пĕрлехи информаци системинче сутăн илмелли сферăра вырнаçтарнă информаци тĕрĕслĕхне те тĕрĕслесе тăраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсен ĕçĕнчи тĕп никĕс – патшалăх органĕсенчи тата вырăнти хăйтытăмлăхсенчи, патшалăх тата муниципаллă учрежденисенчи ĕç-хĕле уççăн тата тĕрĕс тытса пырасси пулса тăрать. Кун пек система - Федераллă казначействăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн 14 номерлĕ пайĕ - пирĕн районта 1995-мĕш çулта ĕçлеме тытăннă. Вăл Федераллă Казначействăн Чăваш Республикинчи функцийĕсене Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе пĕрле пурнăçласа патшалăх финанс ресурсĕсене контрольлесе тытса пырать. Пĕчĕк коллектив пысăк ĕç тăвать тесен пĕрре те йăнăшмастăп пулĕ: кунта пай начальникĕ И.Никонорова, ертсе пыракан специалист-эксперт И.Федорова, аслă казначей О.Димитриева, 1 разрядлă специалистсем Е.Александрова, А.Алиева, А.Волкова ĕçлеççĕ. Тепĕр 4 специалисчĕ Куславккари ĕç вырăнĕнче вăй хураççĕ. Çÿлерех палăртнă ĕçсене вĕсем пĕтĕмпех тытса пыраççĕ. Пай начальникĕ И.Никонорова палăртнă тăрăх, коллектив хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн туслăн тăрăшать. Вĕсене çак ĕç вăрттăнлăхне, кăткăслăхне ку системăра нумай ĕçленĕ В.Петров пай начальникĕ, А.Васильева тĕп казначей, А.Павлова тĕп бухгалтер-тĕп казначей, Т.Димитриева аслă казначей, Л.Короткова секретарь-машинистка хăнăхтарса вĕрентсе хăварнă. Халĕ ĕçлекен специалистсем ĕç ветеранĕсене ырăпа аса илсе калаççĕ, вĕсемпе мăнаçланнине палăртаççĕ.
Декабрĕн 8-мĕшĕнче казначейсен профессиллĕ уявĕ. 1992 çултанпа кашни çулах паллă тăваççĕ ăна. Çак кун финанспа пĕлсе усă куракан специалистсене уйрăмах хисеплеççĕ, тав тăваççĕ.
А.НИКОЛАЕВА.