nikitinЧăваш Енре çемье пурнăçĕн ăнăçлăхне, çемье йăли-йĕркисемпе ăс-хакăл пуянлăхне пропагандăлакан, ашшĕпе амăшĕн статусне ÿстерекен, аслă ăрусене хисеплеме вĕрентекен «Çемье çулталăкĕ - 2019» конкурс иртрĕ. Декабрĕн 4-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче ЧР пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннипе конкурсантсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.

Çĕнтерÿçĕсене чыслама пуçличчен чи малтанах регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса тухнă. Вăл ачасен, ашшĕ-амă­шĕсен ал ĕç япалисене пысăка хурса хакланă. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕнтерни ÿссе çитсен те патшалăхшăн ла­йăх ĕçсем тума витĕм кÿнине палăртнă вăл. Ĕç кăмăл-туйăма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма та пулăшасса асăннă ЧР Пуçлăхĕ. Хăшĕ-пĕрисем чăнласах та 2020 çулта Чăваш автономине йĕр­келесе янăранпа 100 çул çитнине хатĕрленекен куравра пĕлте­рĕшлĕ вырăн йышăнасса палăрт­нă.

«Çулталăк çемйи» конкурс Чăваш Республикинче 2004-мĕш çултанпа пырать. Çултан çул ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ÿсет. 2004-2019-мĕш çулсенче пĕтĕмпе 2692 çемье хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Кăçал вара 138 мăшăр хăйсен ăсталăхне пур енлĕн кăтартса пама килĕшнĕ.

Вăрмар районĕнчен ку уява Кивĕ Вăрмарти Никитинсен çемйи хутшăнчĕ. Никитинсене ялта ĕçчен те яваплă, пултаруллă та маттур пулнăран, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пынăран хисеплеççĕ.

Çемье пуçлăхĕ Андрей Вячеславович Никитин «Никитин А.В.» хресчен /фермер\ хуçалăхĕн пуçлă­хĕ, ачасене спортпа физкультура тĕлĕшĕнчен тĕреклентерсе, ĕçе юратса çитĕнтерессишĕн тăрăшать. Мăшăрĕ — Алина Витальевна Никитина «Вăрмар районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕ» культурăн муниципаллă бюджет учрежденийĕнче делопроизводитель пулса ĕçлет. Алина Витальевна ĕçри хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлас енĕпе яваплăхĕпе палăрса тăрать, ĕçтешĕсем хушшинче те хисепре. Никитинсем 4 ача пăхса çитĕнтереççĕ: Софья, Степан, Семен, Савелий. Софья 6-мĕш класра «5» паллăсемпе вĕренет. Степанпа Семен 3-мĕш класра вĕренеççĕ, футболла выляма, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллаççĕ. Чи кĕçĕнни Савелий ача садне çÿрет.

Никтинсен çемйинче ăнланупа юрату, пĕр-пĕрне хисеплесси, хĕр­хенме пĕлесси, пулăшу парасси, яваплăха туясси — тĕп вырăнта. Ачисем те пĕчĕкренех кил ăшшине туйса, юратура çитĕнеççĕ. Вĕсене çемье хаклăхĕсене хăнăхтараççĕ, аслă ăру çыннисене хисеп­леме вĕрентеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ вĕсемшĕн ялан тĕслĕх вырăнĕнче.

Андрей Вячеславовичпа Алина Витальевна ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме тăрăшнăшăн, тĕрлĕ мероприятисемпе ăмăртусене хутшăннăшăн тав çырăвĕсемпе грамотăсене тивĕçнĕ.

О.ФЕДОРОВА, райадминистрацин культурăпа социаллă аталану секторĕн ертсе пыракан специалисчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика