GEluXsOtv 8Иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче Чăваш Республики цифра телекуравĕ çине куçрĕ. Аналог телекуравĕ ĕçлеме пăрахрĕ — цифра ĕмĕрĕ пуçланчĕ.

Çак çĕнĕлĕхе пурнăçа чăрмавсăр кĕртес ĕçре волонтерсен тÿпи те пысăк пулнă. Вăрмар районĕнчи шкулсенче вĕренекен çамрăк волонтерсем пирки те çакнах калама пулать. Вĕсем халăхпа тĕл пулса цифра телекуравĕ çине мĕнле куçмаллине каласа панă, кирлĕ оборудованине мĕнле суйласа хута ямаллине ăнлантарнă, анлă сарăлнă ыйтусем çине хуравланă, цифра куравĕ çинчен калакан инструкцисене çынсем патне çитернĕ. Телевизорсене çĕнĕ формата куçарас тĕлĕшпе йывăрлăхсем сиксе тухнă çынсем патне пырса пулăшу кÿнĕ. Уйрăмах аслă ăру çыннисене пулăшас енĕпе вăй хунă.

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти волонтерсем те çÿлерех асăннă ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа активлăх кăтартнă, çавăнпа хисепе тивĕçнĕ. Çĕнĕ çулхи уявсен кунĕсенче çак шкулти волонтера Артур Михайлова ЧР территорийĕн­че цифра телекуравĕ çине куçма ха­тĕр­ленес тата аналоглă курава сÿнтерес мероприятисем вăхăтĕнче ăнлантару ĕçĕсене пурнăçланăшăн РФ цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн К.Носковăн Тав хутне парса чысланă. Пысăк наградăна Артур Вăрмар район администраци­йĕн пуçлăхĕн А.Васильевăн аллинчен илнĕ. Унччен маларах асăннă шкултах вĕренекен Анастасия Виссарионова та куравăн цифра формачĕ çине куçас мероприятисем вăхăтĕнче пулăшу кÿнĕшĕн тата яваплăхпа палăрнăшăн ЧР цифра аталанăвĕпе, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн М.Анисимовăн Тав хутне тивĕçнĕ.

Артур та, Анастасия та 10в клас­ра ăс пухаççĕ, иккĕшĕ те ла­йăх вĕренеççĕ, шкулăн обществăлла пурнăçĕнче яланах активлă, ыркăмăллăхпа палăрса тăраççĕ. Чăн-чăн волонтерсен çапла пулмалла та.

И.ДАНИЛОВА.

Комментарии  

0 #1 Лилия 22.01.2020 13:40
Молодцы,людям надо помогать,умнички.
Цитировать

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика