Чăваш Рес­пуб­ликин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Дентамед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Юрий Александрович Зорин Вăрмар ра­йонĕнчи тĕп больницăна пысăк парне парса кунта ĕçлекенсене савăнтарчĕ. Поликлиникăра 4-мĕш хутра вырнаçнă стоматологи уйрăмне шăл юсамалли стоматологи кабинечĕ парнелерĕ вăл. Шутпа çакă Юрий Зорин Вăрмарти тĕп больницăна парнеленĕ иккĕмĕш стоматологи кабинечĕ пулчĕ.

Августăн 13-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов Вăрмар районĕн­че ĕçлĕ визитпа пулнă май районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕпе Н.Светловăпа тата стоматологи уйрăмĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Юрий Зорин парнеленĕ «Дип­ломат» люкс класлă хальхи йышши стоматологи хатĕрĕпе поликлиникăра усă курма пуçланă ĕнтĕ. Ăна 29 çул стоматолог-терапевт пулса вăй хуракан Надежда Петровна Васильевăна шанса панă. Шăл юсама килекен район çыннисене пулăшу парассишĕн тăрăшса парнепе тухăçлă усă курать вăл паянхи кун.

Вăрмарти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Н.Светлова, стоматологи уйрăмĕн коллективĕ çак пысăк парнешĕн хĕпĕртенине пĕлтерсе Юрий Александровича тав турĕç.

Поликлиникăра стоматоло­ги уйрăмĕнче паянхи кун 19 çын вăй хурать. Хĕрарăмсен туслă та кал-кал коллективне стоматологи уйрăмĕн за­ведую­щийĕ Алевтина Леонидовна Семенова аслă категориллĕ тухтăр ертсе пырать. Пĕр-пĕринпе канашласа, ĕçре те, уявсенче те пĕрле вĕсем.

Паянхи кун вĕсем пациентсене пĕр чăрмавсăр йышăнаççĕ, коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чакарас тĕл­левпе дезинфекци ĕçĕсем ирттереççĕ. Чир вăйлă сарăлнă вăхăтра та вĕсем çынсене пулăшу парассине чарса лартмарĕç, сиплевпе тивĕçтерчĕç.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика