sam 9345 1Мăнçырма ялĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Алексей Трофимова асăнса велоспорт-маунтинбайк енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртрĕç. А.Трофимов чи вăйлă велосипедистсенчен пĕри пулнă, Чăваш Республикин чысне Пĕтĕм Раççей шайĕнче хÿтĕленĕ. Алексей Мăнçырмари вăтам шкулта вĕреннĕ, 1991 çулта вăл Ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулне велосипед спорчĕн уйрăмне В.Семенов тренер патне çÿреме пуçлать. Чи малтанхи занятисенчех Алексей хăйне пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ пулнине кăтартса панă. 1996 çултан пуçласа А.Трофимов Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренме пуçлать, В.Романов ЧР тава тивĕçлĕ тренер патне тренировкăсене çÿрет. Шел пулин те, Алексейăн пĕр старчĕ трагедиллĕ килсе тухнă... Велосипед спортĕнче пысăк шанăç паракан спортсмена халалласа çак ăмăртусем 21-мĕш хутчен иртрĕç.

Вĕсенче 11 тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăнсенчен 120 ытла спортсмен хутшăннă. Санкт-Петербург, Сестрорецк, Чулхула, Зеленодольск, Ижевск, Самара, Курск, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Краснодар тăрăхĕнчен, Казахстанран, Омск облаçĕнчен, Вăрмар, Патăрьел районĕсенчи тата ытти çĕртен килнĕ командăсем те хутшăннă.

Велосипедистсем Мăнçырма ялĕн чăнкă çырмисем тăрăх чупса çумăра пăхмасăрах хĕрÿллĕн ăмăртрĕç. Икĕ куна пынă çивĕч тупăшура чи хăвăрттисем мала тухрĕç. Спортсменсене ял халăхĕ, Ял уявне килнĕ хăнасем хавхалантарсах тăчĕç.

Пĕрремĕш кунне, июлĕн 8-мĕшĕнче, спортсменсем кросс-кантри марафон енĕпе ăмăртрĕç. 1999 çулхи тата аслăраххисем хушшинче 68 километрлă дистанцире Кивĕ Вĕренер ялĕнче çурласа ÿснĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ /тренерĕ - ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Семенов/, спорт мастерĕн кандидачĕ Дмитрий Яковлев 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл Мускав командин чысне хÿтĕлерĕ. 2002-2003 çулхи каччăсем хушшинче 51 километрлă дистанцире Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ /тренерĕ - ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Семенов/ Даниил Александров 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл Шупашкарти 7-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен училищинче вĕренет. 2004-2005 çулсенчи каччăсем хушшинче 34 километрлă дистанцире А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ, Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ /тренерĕ В.Семенов/ Антон Николаев пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 2006-2007 çулхи хĕрачасем хушшинче 17 километрлă дистанцире А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ, Арапуçĕнчи Ксения Семенова 2-мĕш вырăна тухрĕ /тренерĕ А.Мальков/.

Июлĕн 9-мĕшĕнче маунтинбайк-кросс-кантри енĕпе 2000-2001 çулхи каччăсем хушшинче 26,6 километрлă дистанцире Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ Артем Горшков /Санкт-Петербургри "Олимпийские надежды" командăн чысне хÿтĕлерĕ/ 3-мĕш вырăна, 2002-2003 çулхи каччăсем хушшинче 15,2 километрлă дистанцире Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ Даниил Александров 1-мĕш вырăна тухрĕç. 2004-2005 çулхи каччăсем хушшинче 11,4 километрлă дистанцире Вăрмар поселокĕнчи Антон Николаев 2-мĕш, 2006-2007 çулхи хĕрачасем хушшинче 4,2 километрлă дистанцире Ксения Семенова 2-мĕш вырăн, 2008 çулхи тата çамрăкраххисем хушшинче 2 километрлă дистанцире А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ, Мăнçырмари Евгений Егоров 3-мĕш вырăн йышăнчĕ /тренерĕ - А.Саминов/.

Çÿллĕ шайра иртекен мероприятине ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ И.Головин, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин Управленийĕн начальникĕн заместителĕ Н.Иванова, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Романов, "Дом паркета" холдинг президенчĕ Ю.Афанасьев, Мускаври строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ В.Иванов, Шупашкарти "Системпром" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ В.Афанасьев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ - ăмăртусен директорĕ В.Семенов, ăмăртусене йĕркелекенĕ тата судйи С.Архипов, велосипед спорчĕн В.Ярды ячĕллĕ олимп резервĕсен ятарлă шкулĕн тренерĕ, велосипедпа чупассипе Раççей спорт мастерĕ ăмăртусен тĕп судйи В.Георгиев, Мăнçырма шкулĕн директорĕ В.Николаев, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Егоров, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, "Грани Театра Масс" Пĕтĕм Раççейри патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн художествăлла руководителĕ, ăмăртусене комментари парса ертсе пыраканĕ Ю.Филиппов, Раççей спорт мастерĕ, велоспорт-маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионĕ, Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Левин, Тихвински Турă амăшĕн Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте хутшăннă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

С.АРХИПОВ, ăмăртусен судйи.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика