«Вак тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательлĕх пуçарулăхне пулăшу кÿресси» наци проектне предпринимателе бизнес аталанăвĕн кашни тапхăрĕнче /хăйĕн ĕçне пуçарма планланă, регистраци тунă, проектсене уйрăм отрасльсенче /туризм, ял хуçалăхĕ/ пурнăçланă, бизнеса малалла аталантарса экспорта тухнă чухне/ кирлĕ пулăшупа тивĕçтерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ.
Вăрмар районĕнче асăннă наци проекчĕн «Предпринимательлĕх ĕçне тытса пымалли условисене лайăхлатасси» регионти проекчĕ пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн вак тата вăтам предприятисем çине тиенекен административлă йывăрлăхсене чакармалли, вак тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсене пурлăх енчен пулăшмалли, харпăр хăйсем ĕçлекен граждансене лайăх условисемпе тивĕçтермелли ĕçсем пулса пыраççĕ.
Вăрмар район администрацийĕн экономика аталанăвĕн тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн даннăйĕсем тăрăх, районта 666 вак тата вăтам предпринимательлĕх субъектне регистрациленĕ. Вак предпринимательлĕх сферинче вăй хуракансен йышĕ 2031 çынпа танлашать. Район экономикинче ĕçлекенсен пĕтĕмĕшле шутĕнчен вак тата вăтам предпринимательлĕхре тăрăшакансем — 47,7%.
Кăçалхи 9 уйăх хушшинче районта 29,1 миллион тенкĕлĕх 23 инвестици проекчĕ пурнăçланнă.
2020 çултанпа сахал тупăшлă граждансемпе социаллă контракт йĕркелесе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, çав шутра уйрăм предпринимательлĕх ĕçне пуçăнма пулăшаççĕ. Çак вăхăт тĕлне районта уйрăм предпринимательлĕх ĕçне пуçăнакансемпе 3,0 миллион тенкĕлĕх 12 социаллă контракт йĕркеленĕ.
И.ДАНИЛОВА.