«Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç йĕрки» регионти проектне пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар районĕнче те активлă ĕçлеççĕ. Телейлĕ, сывă çынсем — çĕршывăн аталану никĕсĕ, çавăнпа патшалăх задачисенчен пĕри çынсене вĕсен тĕллевĕсене, кăмăл туртăмне пурнăçлама, кашнине физкультурăпа спортăн хăйне килĕшекен тĕсне суйлама пулăшассипе çыхăннă. «Спорт — пурнăç йĕрки» регионти проекта пурнăçлаканĕ — ЧР Физкультурăпа спорт министерстви. Проектăн тĕп тĕллевĕ — 2024 çул тĕлне физкультурăпа тата спортпа туслă граждансен шайне 55 процента çитересси.

7156«Спорт — пурнăç йĕрки» проект шайĕнче кăçал А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн тĕп юсавĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Кунта 10 миллиона яхăн тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Çак укçа-тенкĕпе спорт шкулĕн çивиттине тĕпрен юсанă, стенасене сăрланă, спортзалти урайне çĕнĕрен сарнă, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсене юсанă. Хальхи вăхăтра спортзалти паркета шлифовка тунă, виçĕ сийпе сăрланă.

Çулталăк пĕтнĕ тĕле «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормисене пурнăçлама хатĕрленме тата вĕсене пурнăçлама районта тренажерсемпе тивĕçтернĕ ятарлă вырăн хута кайĕ. Ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех.

ГТО комплексне пурнăçламалли спорт площадкин лаптăкĕ 315 тăваткал метрпа танлашать, хăнăхтарусем тунă вăхăтра сиенленесрен ятарлă резина материал пулĕ, хальхи вăхăтра тренажерсемпе тивĕçтерес ĕç пырать. Вĕсен шутĕнче тĕрлĕ шайлă, тĕрлĕ çÿллĕшлĕ турниксем, гимнастика сакĕсем, вăрăмăшне сикмелли, гиря çĕклемелли секторсем, ытти тренажерсем.

Спорт площадкипе пурин те усă курма ирĕк пулĕ. Кунта пирĕн район çыннисем хăйсене тĕрĕслеме, ГТО нормативĕсене пурнăçлама пултарĕç. Çавăн пекех ку объекта спортсменсене вĕрентсе хатĕрленĕ ĕçре те усă курĕç.

7157Кăçал Вăрмар поселокĕнче 26,9 миллион тенкĕлĕх футбол уйĕ тума пуçланă. Малтанах çĕрĕн çиелти сийне чавса илсе футбол уйĕн никĕсне хывнă, искусствăллă газон сарма лаптăк хатĕрленĕ, çакăн валли 3 сий вак чул, ун çине шыв яман пленка сарнă. Кашнинчех вак чула ятарлă техникăпа пусарса хытарнă, якатнă. Çанталăк ăшăтсан пулас футбол уйĕн 7 пин те 852 тăватакал метр лаптăкне симĕс газонпа витĕç. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ вара 2,62 гектарпа танлашать. Футбол уйĕнче икĕ хапха, виçĕ ларкăч, виçĕ урна пулĕ. Пулас футбол уйĕн айккипе плиткăсенчен 217 тăваткал метр лаптăклă тротуар сарнă, çутă кĕртнĕ, канализаци тунă. Çумăр çусассăн та хăрамалли çук. Искусствăллă газон витĕр сăрхăнакан çумăр шывĕ пленка çине лекет, унтан канализацине юхса каять.

Шухăш

А.Саминов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнчи тренер, велоспорт енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ:

«Спорт — пурнăç йĕрки» проект пурнăçланнипе пирĕн районта пурăнакансемшĕн спортпа тата физкультурăпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма условисем татах лайăхланĕç. Вăрмар районĕ хăйĕн спортсменĕсемпе чăннипех те мухтавлă. Юсаса çĕнетнĕ спорт шкулĕ, ГТО нормисене пурнăçламалли площадка, çĕнĕ футбол уйĕ ачасемпе çамрăксене хăйсене спортра тупма старт парасси, вĕсем пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасси иккĕлентермест. Аслăрах ÿсĕмрисем те кунта çÿресе сывлăхне çирĕплетме пултарĕç».

И.Данилова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика