img 1559Уй-хирĕсенче вырма ĕçĕсем кунсерен вăй илсех пыраççĕ. Кăçал районти çĕр ĕçченĕсен 15 пин те 586 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле пулĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 2551 гектарне вырнă, 6342 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.

Иртнĕ кунсенче райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев тата тĕп специалист-эксперт-эколог В.Сергеев вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашма "Шигали" ялхуçалăх производство кооперативне, "Яковлев В.Н." хресчен-фермер хуçалăхне çитсе курчĕç. Яваплă çынсем пынă чухне "Шигали" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç вĕресе тăратчĕ - икĕ комбайн хăйсем хыççăн хăмăл хăварса кĕрхи ыраш пусси тăрăх малалла вирхĕнсе кăна пыраççĕ. Г.Иваншкинпа В.Федоров комбайнерсем çанталăк лайăх тăнă чухне кашни минутпа туллин усă курса вырмана кĕске вăхăтра вĕçлесшĕн. Вырнă тырра Н.Долговпа В.Шурка механизаторсем ГАЗ-53 автомашинăсемпе турттараççĕ. Йĕтем çинче тырра тÿрех алласа тасатаççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, гектартан 25 центнер ыраш тухмаллине пĕлтерчĕ предприяти руководителĕ В.Иваншкин. Асăннă хуçалăхра кăçал пурĕ 571 гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсем пуçтарса кĕртмелле.

"Яковлев В.Н." хресчен-фермер хуçалăхĕнче те /Эçпепе% хĕрÿ тапхăр. Фермерăн 50 гектар çĕр çинчен тырă пухса кĕртмелле. Кунта хире пĕр комбайн тухнă. "Лайăх тухăç пултăр тесен çĕре вăхăтра тата пахалăхлă хатĕрлени пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Мĕнпур ĕçсене хамăр çемьепе пурнăçлатпăр, ачасем пулăшаççĕ", - пĕлтерчĕ хуçалăх пуçлăхĕ В.Яковлев.

Ĕçченсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура тивĕçлĕ тухăç пуласса шанас килет.

В.ЧЕРКАСОВ, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика