IMG 4893

Вăрмар райповĕн ларусен залĕнче районти потребительсен обществин уполномоченнăйĕсен черетлĕ 106-мĕш отчет пухăвĕ иртрĕ. Унта Вăрмар райповĕн 2021 çулхи финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕç тата 2022 çулхи аталану тĕллевĕсене палăрт­рĕç. Пухăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — райадминистрацин ĕçсен управленийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В.Александров, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов, Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов хутшăнчĕç.

Тĕп докладпа Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов тухса калаçрĕ. Сергей Николаевич райпо ĕçĕн кашни енĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Районта халăха тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерес сферăра конкуренци пысăк пулин те Вăрмар райповĕ район рынокĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Паянхи кун тĕлне Вăрмар райповĕн тытăмĕнче халăха кулленхи пурнăçра кирлĕ таварпа тивĕçтерекен 35 лавкка, медаптека, ветаптека, «Общепит», «Универмаг» тулли мар яваплă обществăсем, автогараж, склад хуçалăхĕ шутланса тăраççĕ. Кунта пурĕ 133 çын вăй хурать.

2021 çулта Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 227 миллион та 671 пин тенкĕпе танлашнă. Суту-илÿ сферин пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ — 156 миллион та 773 пин тенкĕпе танлашнă. Райпо аптеки халăха пĕлтĕр 8 миллион та 175 пин тенкĕне яхăн медицина препарачĕсемпе тивĕçтернĕ, ветеринари аптеки 5 миллион та 262 пин тенкĕлĕх ветеринари препарачĕсем сутнă. Медаптека, Вăрмар поселокĕнчи «Заря», «Зеленый», Тикашри, Чулкасри, Шутнерпуçĕнчи, Вăтакасри, Кивĕ Вăрмарти халăха кулленхи пурнăçра кирлĕ таварпа тивĕçтерекен лавккасем ĕç планне 100 % ытла тултарнă.

2021 çулта «Общепит» тулли мар яваплă обществăн тавар çаврăнăшĕ 51 миллион та 531 пин тенкĕпе танлашнă. Обществăлла апатлану предприятийĕсем 41 миллион та 099 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, çав шутра çурмафабрикатсем — 1 миллион та 289 пин тенкĕлĕх.

Пĕлтĕр халăхран аш-какай, сĕт, çĕрулми, пахчаçимĕç, улма-çырла, çăм, эмел курăкĕ, макулатура, çĕтĕк-çатăк 18 миллион та 735 пин тенкĕлĕх пуçтарнă. Çав шутра сĕт пуçтарса çынсене 2 миллион та 590 пин тенкĕ укçа тÿленĕ. Ку енĕпе Вăтакасри, Мăнçырмари «Новинка», Çитмĕшри, Тупахри, Шăплатри, Шутнерпуçĕнчи лавккасем ла­йăх ĕçленĕ.

2021 çулта райпон пурлăхпа техника базине çирĕплетес, юсав ĕçĕсем ирттерес, кирлĕ оборудовани туянас тĕллевпе 8 миллион та 630 пин тенкĕ тăкакланă. Çав шутра Мăнçырмари «Новинка» лавккана реконструкцилесе унăн лаптăкне пысăклатнă оборудованине çĕнетнĕ, çавăн пекех Вăрмар поселокĕнчи «Заря» лавккара та кивелнĕ оборудованине çĕннипе улăштарнă. Ытти лавккасенче те юсав ĕçĕсем пурнăçланă. «Общепит» тулли мар яваплă общество шутĕнчи «Сказка» кафе çумне веранда туса лартнă тата ытти те.

Потребкоопераци районта бюджет йĕркелекен предприятисенчен пĕри шутланать. 2021 çулта Вăрмар райповĕ тĕрлĕ шайри бюджетсене 16 миллион та 404 пин тенкĕ налук укçи хывнă.

«Отрасльсене эффективлă аталантарас ĕç малалла тăсăлĕ. Предприятисен çитĕнĕвĕсем пĕтĕм коллективран килеççĕ, райпора ĕçлекенсем вара потребкооперацинче чунне парса тăрăшаççĕ. Пирĕн команда вăхăтсем хушшинче тĕрĕсленсе çирĕпленнĕ», — терĕ Сергей Николаевич сăмахне вĕçленĕ май.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн пред­седателĕ В.Павлов вăрмарсене ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн мухтаса тав турĕ, хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртса хăварчĕ, малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. «Пуласлăхалла пăхса пурнăçпа тан утмалла», — терĕ вăл.

Райадминистрацин ĕçсен управленийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В.Александров райпо ĕçченĕсене уявсем ячĕпе саламларĕ, малашне те палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пыма сунчĕ.

Пуху чыслав саманчĕпе вĕçленчĕ. Хăйсен ĕçĕнче çитĕнÿсемпе палăрнă райпо ĕçченĕсене РФ потребительсен кооперацийĕ 190 çул тултарнине халалланă юбилейлă астăвăм медалĕсемпе чысларĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика