AlevtinaХĕрарăм-руководитель паянхи кун сайра тĕл пулакан пулăм мар. Ĕçченлĕх, тÿрĕ кăмăллăх, яваплăх, хастарлăх кирлĕ ертÿçĕ пулма. Çав вăхăтрах хĕрарăм вăл ачашлăхпа черченлĕх, илемлĕхпе ăшкăмăллăх управçи те. Шăпах çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри ку вăл Вăрмарти ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕ Алевтина Анатольевна Макарова. Хăйĕн пурнăçне музыка пĕлĕвĕпе, педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă хĕрарăм 2017 çултанпа директор пулса тăрăшать.

Алевтина Анатольевна Чулкас ялĕн­че çуралса çитĕннĕ, халĕ те çак ялтах пурăнать. Ялти шкулта 9 класс пĕтерсен Вăрмарти шкула педкласа вĕренме куçать. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах 6 çул Вăрмарти ÿнер шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕрет, тĕп инструмент - фортепиа­но. Ашшĕ, Анатолий Иванович, ăна мĕн пĕчĕкрен учитель пулмалла тесе ÿстернĕ, çемьере пианино туянса панă. Ялта пĕр­тен-пĕр пианино шăпах вĕсен килĕнче пулнă ун чухне. Сăмах май, Алевтина Анатольевнăна Вăрмарти ÿнер шкулĕнче вĕрентнĕ Ольга Александровна Трифонова халĕ унăн кĕçĕн ывăлне Аркадие фортепианопа калама вĕрентет. Аслă ывăлĕ Савелий вара домрăпа, балалайкăпа калама вĕреннĕ.

Педуниверситетран вĕренсе тухнă çамрăк специалист Вăрмарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче ĕçлеме тытăнать, çав вăхăтрах Шăхаль шкулĕнче музыка вĕрентет, каярахпа Арапуç, Чулкас шкулĕсенче те тăрăшать.

Вăрмарти ача-пăча искусство шку­лĕнче юлашки çулсенче калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă. 2019 çулта шалтан тĕпрен юсанă, 2020 çулта территорие хăтлăлатнă. Халĕ ÿнер шкулĕнче çутăрах та, ăшăрах та хăтлăрах, çĕнĕ музыка инструменчĕсемпе тивĕçтернĕ. Паллах, директор тăрăшмасан, хут ĕçĕсемпе чупмасан тĕп юсав туса ирттереймĕн.

Алевтина Анатольевна вĕри чĕреллĕ, пур çĕре те ĕлкĕрекен пултаруллă хĕрарăм. «Эпир пĕрле» юхăмăн хастар волонтерĕ те вăл. Пандеми вăхăтĕнче ватăсене эмелсемпе, апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтернĕ чухне хастар хутшăннă. Халĕ те волонтерсен йы­шĕн­чех вăл. Унсăр пуçне 2010 çултанпах çамрăк хĕрарăм Чулкасри суйлав комиссийĕн членĕ те. Суйлав мĕн­ле иртесси халăхпа тĕл пулса калаçнинчен, ăна мĕнле ăнлантарнинчен нумай килет. Юлашки икĕ суйлав пандеми вăхăтĕнче иртрĕ. Çĕнĕлĕхсем, улшăнусем нумай, вĕсене йăлтах халăх патне çитермелле. Çак ĕçе пуринчен ытла суйлав участокĕн членĕсем хăйсем çине илеççĕ. Суйлав умĕн кашнинчех вĕсене суйлав ирттермелли йĕркепе паллаштараççĕ, унтан тестировани ирттереççĕ. 2018 çулта Алевтина Анатольевнăна РФ Президенчĕн суйлавне ирттерес ĕçре ăнăçлă ĕленĕшĕн Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн Э.Памфилован Тав çырăвĕпе чысланă.

Руководитель пулнă май хăй ертсе пыракан ÿнер шкулĕн, коллективăн ăнăçлăхĕшĕн чылай вăй хурать. Хальхи вăхăтра та вăл канăçа пĕлмесĕр тĕр­лĕ проектсене хутшăнма хатĕрленет.

Вĕри чĕреллĕ хĕрарăм икĕ ывăл ача амăшĕ, хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн пĕтĕм чунтан тăрăшать вăл. Пур çĕре те ĕлкĕрет, ăнăçу çулĕпе пырать.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика