CV Qa0mktcEПурнăçра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çынсене патшалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе майсем пирки пурте пĕлсех каймаççĕ. Вăхăтлăх йывăрлăхсенчен тухма май паракан социаллă пулăшу мерисенчен пĕри вăл — социаллă контракт. Çакăн пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх Министерствин «Социаллă пулăшу кÿрекен Центр» хысна учрежденийĕн Вăрмар районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăмĕн начальникĕнчен Татьяна Геннадьевна Семеновăран ыйтрăмăр.

«Социаллă контракт — халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен органсем тата РФ субъекчĕсенче палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалтарах тупăшлă граждансемпе çемьесем хушшинче тунă килĕшÿ. Çак килĕшÿ тăрăх халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен орган çынсене социаллă пулăшу кÿрет /çав шутра укçан е кирлĕ таварпа/. Пулăшăва тивĕçекенсен вара хăйсем çине уйрăм обязательство илмелле, тĕслĕхрен, çĕнĕрен вĕренме каймалла, ĕçе вырнаçмалла, хăйсен ĕçне аталантармалла.

Социаллă контрактпа килĕшÿллĕн кÿрекен пулăшу енĕсенчен пĕри вăл — ĕç тупма пулăшасси. Ĕç шыракансене тăватă уйăх хушши кашни уйăхра 11 724 тенкĕ тÿлесе тăраççĕ.

Уйрăм çын предприниматель пулас, хресчен /фер­мер/ хуçалăхне пуçарса ярас, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пуçлас /самозанятый\ текенсем те адреслă социаллă пулăшупа усă курма пултараççĕ. Вĕсене патшалăх 250 пин тенкĕ укçа уйăрса парать.

Уйрăм хушма хуçалăхĕ тытса пырас тĕллевпе хăй тĕллĕн ĕçлекен пек /самозанятый/ регистрациленнĕ гражданинсемпе те социаллă контракт тăваççĕ. Вĕсене ял хуçалăх таварĕсем е продукцийĕ туянма 100 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿреççĕ.

Палăртса хăвармалла, çÿлерех асăннă пулăшусене тивĕçекенсене хушма пĕлÿ илме вĕренме те яраççĕ.

Çавăн пекех, социаллă контрактпа килĕшÿллĕн, граждансене пурнăçри йывăр лару-тăруран тухма укçа парса пулăшаççĕ — ултă уйăх хушши кашни уйăхра 11 724 тенкĕ. Кунта хăш-пĕр условисем пур:

— 18 çула çитмен ачасем çитĕнекен çемьере ашшĕ те, амăшĕ те сусăр пулсан тата вĕсем ĕçлемесен /тулли мар çемьесенче те çаплах/;

— ача-пăчасăр çемьере мăшăрсем иккĕшĕ те сусăр пулсан тата ĕçлемесен;

— çул çитмен çамрăкăн ача пулсан;

— пĕччен çын сусăр пулсан тата ĕçлемесен;

— çемьере тăватă е ытларах ача пулсан;

— икĕ е ытларах ачаллă çемьере ашшĕ е амăшĕ кăна пулсан», — каласа пачĕ Татьяна Геннадьевна.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта Вăрмар ра­йонĕнче 11,2 млн тенкĕлĕх социаллă контрактсем тунă, 12 çын хăй çине ĕçлеме тытăннă. 2021 çулта 8,8 млн тенкĕлĕх социаллă контрактсем тунă, 7 çын хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă, 13 çынна хушма пĕлÿ илме вĕренме янă. Кăçал, планланă тăрăх, районта социаллă контракт мелĕпе граждансене 8,3 млн тенкĕлĕх пулăшу кÿмелле.

Хăйсен ĕçне пуçарса яракансем хушшинче çăматă йăвалакансем те, сĕтел-пукан тăвакансем те, автомашинăпа йывăр япаласем турттаракансем те /грузоперевозки\ пур. Акă, Анаткас ялĕнчи Олег Иванович Ивашкин /ÿкерчĕк çинче/ патшалăх паракан пулăшупа усă курса, социаллă контракт мелĕпе, 2020 çулта уйрăм çын предприниматель пек регистрациленнĕ. Пысăк теплица, ăна хутса ăшăтмалли ятарлă хуран /котел\ туяннă. Халĕ вăл ешĕл çимĕç, пахчаçимĕç туса илсе вырнаçтарассипе активлă ĕçлет.

«Социаллă контракт мелĕпе усă курни сахал тупăшлă çемьесене ĕçпе тивĕçтерме, вĕсен социаллă яваплăхне ÿстерме, укçа-тенкĕ лару-тăрăвне, пурнăç пахалăхне лайăхлатма май парать», — çапла вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Татьяна Геннадьевна.

И.ДАНИЛОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика