Ача-пăчана çул-йĕр çинчи инкексенчен сыхласси — патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çул çинчи хăрушсăрлăх автомашина рулĕ умĕнче лараканран та, çуран çÿрекенрен те килет, çавăнпа та правилăсене пурин те пĕр тан пăхăнмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле.
Çул-йĕр çинчи транспортпа çыхăннă хăрушлăхсенчен асăрханассине профилактикăлассипе, водительсен культурине ÿстерес тĕллевпе Вăрмарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсем, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Е.Георгиев, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7 «А» класра вĕренекенсемпе вĕсен класс руководителĕ Е.Васильева — пурте пĕрле «Водителе çыру» /«Письмо водителю»/ акци йĕркелесе ирттерчĕç. Акцие хутшăнакансем Вăрмар поселокĕнчи автотранспорт, çынсем нумай çÿрекен урама суйласа илчĕç. Çак урамра вĕсем автомобилистсене районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасем çырнă çырусене тыттарчĕç.
«Пирĕн атте-анне çул çинче инкек пуласран ан пăшăрхантăр тетпĕр эпир ирпе шкула тухса кайсан, каялла таврăннă чухне. Хисеплĕ водитель, сана та килте çывăх çынсем кĕтнине ан ман», - çакăн евĕрлĕ çырнă акцие хутшăнакансем водителе адресланă çырура. Хăйсен çырăвĕсенче ачасем водительсене çул-йĕр правилисене пăхăнма, автомашина рулĕ умĕнче ларнă вăхăтра телефонпа калаçмалла мар, хăвăртлăха ÿстермелле мар тесе ыйтнă. Уйрăмах шкул çывăхĕнче иртсе кайнă чухне асăрхануллă пулмалла тенĕ.
Акцие ирттерме суйласа илнĕ урама çак кун водительсемпе ачасен хаваслă кулли илемлетрĕ. Патшалăх автоинспекци инспекторĕ водительсене çак кун асăрхаттарма, тĕрĕслеме е штрафлама мар, ачасем вĕсене çыру тыттарччăр тесе чарчĕ. Водительсем ачасене ăнлануллăн йышăнчĕç, çул çинче çав тери асăрхануллă пуласса шантарчĕç.
Çак акци ачасене хăйсем пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине туйма май пачĕ, вĕсем те çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тÿпе хывнишĕн савăнчĕç.
К.ПУДРИКОВА,
Вăрмарти Ача-пăча
пултарулăх çурчĕн
директорĕ.