DMITRIEV

Çĕр ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлне мĕн авалтан пысăка хурса хакланă, çĕр çинче ĕçлекен çынсене вара пурте хисепленĕ. Ку вăл питĕ хисеплĕ те сумлă ĕç. Çул хыççăн çул иртет, пурнăç улшăнать, аграрисен ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ вара ÿссех пырать. «Ĕçрен хăраман — çăкăрлă пулнă», — каларăша тĕпе хурса канмалли кунсемпе уявсене пĕлмесĕр иртен пуçласа каçчен тăрăшаççĕ вĕсем.

Самани çапларах-ши, анчах хальхи вăхăтра ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем хушшинче çул ÿсĕмĕпе аслăрах çынсем нумайрах. Тĕрлĕ сăлтавсене пула çамрăксене хула пурнăçĕ ытларах илĕртет. Çапах та хăйсене ял хуçалăх ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхас текен çамрăксем те сахал мар. Вĕсем хушшинче Мăнçырма ялĕнче пурăнакан, çак ял тăрăхĕнчи çĕрсем çинче ĕçлекен Александр Николаевич Дмитриева /ÿкерчĕк çинче/, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн руководительне, палăртмалла.

«Эпĕ хулара пурăнаймастăп, хула пурнăçĕ ман валли мар, тăван ялтан хаклăраххи, çывăххи нимĕн те çук, тăван тăрăхра сывлама та ирĕкрех пек туйăнать», — тет Александр Николаевич хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕн­месĕр.

1995 çулхи çамрăк çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене шкул саккинченех шĕкĕлчеме пуçланă темелле. Шкул пĕтернĕ-пĕтермен ака-суха ĕçĕнче хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пă­хма кăмăл тунă. Çак утăма тума ăна ашшĕпе амăшĕ — Николай Вениаминовичпа Татьяна Александровна — хавхалантарнă, яланах пулăшса пынă. «Кашни çамрăк шкул пĕтерсен малаллахи пурнăçĕ пирки пуç ватать, эпĕ те пуласлăх пирки шухăша кайрăм, атте-аннепе ка­наш­ларăм, вĕсем мана çĕрпе ĕçлесе пăхса опыт пухма сĕнчĕç», — каласа парать Александр Николаевич. Пурнăçра вĕренни кирлине шута илсе аслă пĕлÿ те илнĕ вăл. Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультетне хĕрлĕ дип­ломпа пĕтернĕ.

2020 çулта Александр Николаевич хăйĕн ĕçне пуçарса янă — хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе çанă тавăрса ĕçлеме тытăннă. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 212 гектар çĕр çинче ĕçлеççĕ, унсăр пуçне 84 гектар çĕр вырăнти халăхран арендăна илнĕ. Тулă, урпа, фацели акса туса илеççĕ, кăçал люцерна та акса хăварасшăн-ха. Сортсем пирки калас пулсан кунта ытларах «Ликамеро» сортлă çурхи тулă, «Маргрет» сортлă çурхи урпа акаççĕ, вĕсен пахалăхĕ пирки хуçалăх пуçлăхĕ ырласа калать. «Хальлĕхе эпир çурхи сортсемпе кăна ĕçлетпĕр, малашлăхра, çĕр лаптăкĕсене ÿстерсе пынă май, кĕрхисене те акма пуçлăпăр», — пуласлăх тĕл­левĕсемпе паллаштарчĕ Александр Дмитриев.

Унсăр пуçне хуçалăхра çĕрулми те çитĕнтереççĕ. Тĕрлĕ сортлисене лартаççĕ: «Жуковский», «Королева Анна», «Коломбо», «Удача». Кăçал çĕрулмине 20-25 гектартан кая мар лартса хăварма планлаççĕ. Палăрт­са хăвармалла, «Дмитриев А.Н.» хресчен /фермер\ хуçалăхĕн­че тĕш­тырă вăрлăхĕ те, çĕрулми вăрлăхĕ те хăйсен, ют çĕртен туянса тăкакланмаççĕ. Вăрлăхсене упрама ятарлă склад пур, унта мĕн­пур условисемпе тивĕçтернĕ. Сăмахран, çĕрулми вăрлăхĕ упранакан вырăнта климат-контроль тытăмĕпе усă кураççĕ.

Çураки вăхăчĕ çывхарса пынă май Александр Николаевичăн хуçалăхĕнче те яваплă тапхăра хатĕр­ленеççĕ. Хальхи вăхăтра тĕштырă вăрлăхне кондицие çитерессипе ĕçлеççĕ. Кунта Александр Николаевича унăн ашшĕ Николай Вениаминович тата ашшĕн шăллĕ Сергей Вениаминович пулăшаççĕ.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсене кирлĕ чухлĕ туянса хунă, ял хуçалăх техники те уй-хире тухма хатĕр. Техника тенĕрен, патшалăх пулăшăвĕпе, субсиди мелĕпе, усă курса хуçалăхра нумай пулмасть МТЗ-82 трактор туяннă. Унсăр пуçне ытти техника та пур: комбайн та, тракторсем те /вĕсенчен пĕрне, Т-150 текеннине, хăйсен вăйĕпе пуçтарнă\, сеялка, культиватор, каток тата ытти те.

«Кăçал арккăллă склад та туса лартасшăн-ха эпир, ун валли кăшкарне туянса хунă. Çапла майĕпен-майĕпен хуçалăха аталантарса пырассишĕн ĕçлетпĕр, хамăр енчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлатпăр. Ытти вара Турă аллинче», — тет Александр Николаевич.

Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: ялсенче, ял хуçалăх ĕçĕнче çакăн пек ĕçчен те тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пулсан пуласлăхалла шанчăклăн тинкерме сăлтавĕ пурах.

И.ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика