IMG 6056Апрелĕн 28-мĕшĕнче çĕршыв­ра Васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. РФ Правительствин пос­тановленийĕпе килĕшÿллĕн официаллă майпа ăна 2020 çултанпа уявлама тытăннă.

1898 çулта шăпах çак кун, апрелĕн 28-мĕшĕнче, васкавлă медицина пулăшăвĕн пĕрремĕш станцийĕсем хута кайнă тата пациентсене турттармалли каретăсем хăйсен ĕçне тытăннă.

Çын пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн кĕрешес ĕçре васкавлă медицина пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ ялан малта. Инкеке лекнĕ çынсен шăпи çак службăра кунне-çĕрне пĕлмесĕр, хăйсене шеллемесĕр вăй хуракан медицина ĕçченĕсен оперативлăхĕпе профессионализмĕнчен килет. Васкавлă медицина пулăшăвĕн кашни бригадин, тухтăрĕсен, медсестрисемпе медбрачĕсен, водительсен, хĕрÿ лини операторĕсен çăмăл мар ĕçĕ чăннипех те мухтавлă та пархатарлă, мĕншĕн тесен çын пурнăçĕнчен хакли нимĕн те çук. Коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрта вĕсем çине уйрăмах пысăк яваплăх тиеннĕ. Ахальтен мар вĕсен ĕçне чăн-чăн паттăрлăх тесе хак параççĕ.

Канашри васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцийĕн Вăрмарти вăхăтлăх вырнаçмалли пунктĕнчи çамрăк медбрат Сергей Александрович Степанов /ÿкерчĕк çинче/ кунта çулталăк çурă кăна ĕçлет пулин те, ырă кăмăллă, яваплă, ваттисемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçма пĕлнĕрен ĕçтешĕсемпе пациентсем хушшинче ырă ята тивĕçнĕ.

Сергей Александрович Вăрмар поселокĕнче Юлия Григорьевнăпа Александр Зиновьевич Степановсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти медицина колледжĕн Канашри филиалне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ хушăрах водитель удостоверенине алла илнĕ. 2019 çулта, дипломлă пулнă хыççăн, çамрăк каччăн çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама та вăхăт çитнĕ. Вăл Екатеринбург хулинче çыхăну çарĕсенче службăра пулнă, тăван тăрăха кĕçĕн сержант званийĕпе таврăннă.

Васкавлă медицина пулăшăвĕн службинче Сергей Александрович 2021 çулхи февраль уйăхĕнчен вăй хурать. «Хамăн ĕçе юрататăп. Васкавлă медицина пулăшăвĕнче кĕске вăхăтра тĕрĕс йышăну тума пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир çын сывлăхĕшĕн кăна мар, хăш-пĕр чухне пурнăçĕшĕн те яваплă. Çакна яланах асра тытатпăр. Пирĕн коллектив туслă, пĕр-пĕрне ăнланса, пĕршухăшлăн ĕçлетпĕр, мĕншĕн тесен пирĕн пĕр тĕллев — çынсене пулăшасси. Ĕçтешĕмĕрсем мана хăйсен опычĕпе паллаштарса, вĕрентсе пыраççĕ. Тавах вĕсене çавăншăн», — тет 22 çулти çамрăк.

Сергей Александрович каланă тăрăх, талăка тăсăлакан сменăсем тĕрлĕрен иртме пултараççĕ. Хăш чухне сывласа яма та вăхăт çук, пĕр чирлĕ çын патĕнчен теприн патне васкамалла, йывăр пациентсене стационара ăсатмалла. Вĕсем хамăр район территорийĕнче кăна мар, Тăвай, Канаш районĕсемпе те ĕçлеççĕ, тепĕр чух Куславкка районне те çул тымалла пулса тухать. «Васкавлă медицина пулăшăвĕн службине ытларах ачасем, ватăсем, чĕре чирĕсемпе аптăракансем патне чĕнтереççĕ. Çуллахи, хĕллехи тапхăрта ÿксе аманнă, шăмă хуçнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Пĕррехинче чĕри чарăнса ларнă çынна леш тĕнчерен тавăрса тенĕ пек больницăна вăхăтра çитерсе пурнăçне çăлса хăварни те пулнă», — аса илсе каласа парать Сергей Александрович.

Смена вĕçленсен киле кайса канмалла кăна пек, анчах Сергей Александровича кунта урăх тĕрлĕ ĕç кĕтет. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе куçăмсăр майпа Арзамасри медицина колледжĕнче вĕренекен медбратăн тĕрлĕ литература вуламалла, контрольнăйсем, рефератсем çырмалла тата ытти те. Тепĕр çулталăкран алла диплом илме хатĕрленет вăл, унтан вара фельдшер ĕçĕнче ĕçлеме пултарĕ.

Эпир вара тепĕр хутчен аса илтерсе хăваратпăр: васкавлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулсан 103 е 112 номерсемпе шăнкăравламалла.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика