Шкул хаçачĕ пурнăçра ăнăçлă старт парать
Шкул хаçачĕсен регионсем хушшинчи «Школа-пресс» творчествăлла уçă конкурсĕнче пирĕн районти икĕ шкул хаçачĕ чи лайăххисен шутне кĕнине «Паллашар-и? Эп юнкор» проектăн иртнĕ кăларăмĕнче çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак конкурсра Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти «Перекресток» хаçат «Ял шкулĕнчи чи лайăх хаçат» номинацинче III степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Иртнĕ кунсенче Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта пултăмăр, «Перекресток» хаçатăн руководителĕпе — информатика предметне вĕрентекен Аврора Петровна Григорьевăпа тата кунти çамрăк корреспондентсемпе тĕл пулса калаçрăмăр.
«Перекресток» хаçат 2008 çултанпа тухса тăрать, шкул пурнăçĕпе, интереслĕ пулăмсемпе, вĕрентекенсемпе ачасен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать. Хаçат коллективĕ пысăк тесе калас килмест.
Хальхи вăхăтра ултă юнкор ĕçлет кунта: 11 класри Нина Романова, 10 класри Юлия Иванова, София Михайлова тата Дарья Арефьева, 7 класри Александра Николаева тата Юлия Михайлова /сăнÿкерчĕк çинче хаçат руководителĕпе А.Григорьевăпа/ — пурте питĕ пултаруллă хĕрачасем. Паллах, вĕрентекенсем те хаçат ĕçĕнчен айккинче юлмаççĕ. Вырăс чĕлхине вĕрентекен Г.Алексеева, кĕçĕн классене вĕрентекен И.Яковлева, чăваш чĕлхине вĕрентекен И.Иванова тата ыттисем те «Перекресток» хаçатăн кашни кăларăмне хăйсен материалĕсемпе пуянлатаççĕ.
Пысăк Енккасси шкулĕн хаçачĕ «Школа-пресс» конкурса виçĕ хутчен хутшăнса виççĕшĕнче те палăрнă: малтанхи хутĕнче лауреат пулнă, пĕлтĕр тата кăçал 3-мĕш вырăнсене йышăнма пултарнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи шкулсенче тухса тăракан, конкурса хутшăнса хăйсене тĕрĕслеме кăмăл тунă вун-вун хаçат хушшинче чи лайăххисен шутне кĕни — питĕ пысăк çитĕнÿ. Ку вăл «Перекресток» тĕрĕс çулпа — аталану çулĕпе пынине çирĕплетет.
«Вĕренекенсем шкул хаçатне кăларас ĕçе хутшăнни вĕсемшĕн çав тери усăллă. Ачасен тавракурăмĕ аталанать, вĕсем çырма, çынсемпе хутшăнма хăнăхаççĕ, ку вара вĕсене çитĕнсе çитсен те кирлĕ пулĕ. Сăмах май, Пысăк Енккасси шкулĕн выпускникĕ, хăй вăхăтĕнче кунти хаçатра тăрăшнă Алена Алексеева хальхи вăхăтра Чăваш телевиденийĕнче вăй хурать. Апла пулсан шкул хаçачĕ ăна ăнăçлă старт панă», — тет хаçат руководителĕ Аврора Петровна.
«Перекресток» хаçатăн юнкорĕ Нина Романова çинчен уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Талантлă хĕрача кăçал 11 класс пĕтерчĕ — кадет класĕнчен вĕренсе тухрĕ. Хăйĕн активлăхĕпе Нина ытти вĕренекенсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче. Акă, май уйăхĕнче вăл Мускавра иртнĕ Çĕнтерÿ Парадне хутшăнма тивĕçнĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Нинăн статйине вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех Юлия Михайловăн пултарулăхĕпе те паллашсамăр.
Çĕнтерÿ Парачĕ
Мускаври Çĕнтерÿ Парадне лекесси çинчен нихăçан та шухăшламан. «ВКонтакте» социаллă сетьре Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ Посолĕсем» конкурс иртни çинчен вуларăм, ăна Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ Волонтерĕсем» обществăлла юхăмăн Тĕп штабĕ ирттернĕ. Конкурсра палăрнисем пирĕн çĕршывăн тĕп мероприятине — Çĕнтерÿ Парадне йĕркелесе ирттерме хутшăнĕç тесе пĕлтернĕ. «Тен, май килĕ...» — тесе шутларăм, конкурса хутшăнтăм, кĕтмен çĕртен çĕнтертĕм.
Майăн 6-мĕшĕнче отеле çитрĕм, слета çырăнтăм, ачасемпе паллашрăм. Çав кунах мероприятине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Майăн 7-мĕшĕнче пире пысăк вĕренÿ программи кĕтрĕ, вăл 12 сехете яхăн тăсăлчĕ. Çăмăл пулмассине эпĕ çакăнта ăнлантăм та ĕнтĕ...
Майăн 8-мĕшĕ. Çак кун манăн «Васильевский спуск» патĕнчи тĕрĕслесе кăларакан пунктра ĕçлемелле пулчĕ. Каçпа 11 сехетре Хĕрлĕ Площаде кайрăмăр, унта эпир Парад волонтерĕсемпе пĕрле трибунăсем çине парнесем хурса тухрăмăр. Кăткăсах та мар пек, анчах парнесем питĕ нумай пулнă — 7 пине яхăн, çак ĕç ирхине 5 сехетчен тăсăлчĕ, унтан автобуссене кĕрсе ăшăнтăмăр. Эпир ĕнтĕ çывăраймарăмăр та.
Майăн 9-мĕшĕ. Ирхине 7 сехетрен эпĕ тĕрĕслесе кăларакан пунктра тăтăм, электромобильсен ĕçне йĕркелерĕм. Манăн ветерансене трибунăсем çине ăсатмалла пулчĕ. Ĕç мана питĕ килĕшрĕ, Çĕнтерÿ Парадĕнче утакансене эпĕ нихăçан та çакăн пек çывăхран курман, вĕсем пирĕн умран ирте-ирте кайрĕç. Офицерсемпе курсантсен тумĕ те, хăйсем те ытарма çук хитре!
Каçхине куç хупманнине кура çав тери çывăрас килчĕ, анчах тытăнса тăма кирлине, хăнасене тимлемеллине ăнлантăм, сасартăк кама та пулин япăх пулсан пулăшу кÿмелле. Ун хыççăн эпĕ «Васильевски спуск» патне чупрăм, ветерансене автобуссем çине лартрăмăр. «Вилĕмсĕр полк» акцине те хутшăнма май килчĕ. Мăн асаттен портретне тулли кăмăлпа çĕклесе утрăм, çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕм!
Мускаври Çĕнтерÿ Парадне хутшăннишĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе куçа-куçăн калаçса вĕсене тав сăмахĕ калама пултарнишĕн савăнатăп.
Нина РОМАНОВА, 11-мĕш класс.
Работа в газете
Хочу поделиться своими впечатлениями от работы в школьной газете «Перекресток». Я недавно вступила в дружную команду этой газеты. Но несмотря на это, думаю, сделала много полезного для газеты. В основном я делаю фото- и видеоснимки.
Многие знают, что наша газета была основана в 2008 году и недавно начала участвовать в разных конкурсах. Вот уже 3-ий год подряд наша газета занимает призовые места в межрегиональном конкурсе среди школьных газет. В этом году наша газета заняла 2 место в районном конкурсе, и мне выпала честь её защищать. Конечно, перед выступлением я переживала и даже немного боялась. Но я была настроена к серьезному выступлению, и у меня все хорошо получилось.Когда мы с нашим учителем по информатике и основателем газеты Григорьевой Авророй Петровной зашли в здание, где тогда проводилась защита школьных газет, меня переполняли эмоции. Школьников там было немного, как ,собственно, и команд. Мне было очень интересно послушать каждого из присутствующих. Особенно увлекательно было смотреть презентации. После своего выступления я была рада, что мое выступление получилось выразительным. Я очень обрадовалась, когда узнала, что нашу работу оценили достойно и дали за нее 2 место. Я считаю, что наша газета заслуженно заняла призовое место в районе. Своим выступлением мы это доказали!
Юлия МИХАЙЛОВА, 7 класс.
«Паллашар-и? Эп юнкор» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.