Вăрмар районĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Ильич Черкесов пулчĕ.
Ĕçлĕ тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов хутшăнчĕç. Канашлура муниципалитетри депутатсен бюджет ĕçĕнчи пĕлтерĕшне сÿтсе яврĕç. Л.Черкесов районти депутатсен корпусне çирĕплетсе Вăрмар район аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ. Халăхран суйланнă çынсен ку е вăл ыйту, йывăрлăх çине тимлĕх уйăрнисĕр пуçне ăна вĕçне çити тĕпрен татса парассипе тăрăшмаллине палăртрĕ. «Объектăн паха проектпа смета документацийĕ, экспертизи, депутатсем хушшинче килĕшÿ пулни, вырăнта пурăнакансем çак объект чăннипех те кирлĕ пулнине çирĕплетни пулмалла. Çакăн пек ĕçлесен кăна ăнăçлă кăтарту пулать», - тенĕ Леонид Ильич.
Хальхи вăхăтра пуçарулăх бюджечĕ ку е вăл объекта хăпартма, модернизацилеме е юсама пулăшакан чи ăнăçлă инструмент пулса тăчĕ. Депутатсемпе пĕр чĕлхе тупса чылай ĕç пурнăçлама пулать.
Тĕлпулу савăнăçлă пулăмпа вĕçленчĕ. Тăлăха юлнă Вăрмар район çамрăкне Роман Васильева /ÿкерчĕк çинче\ хваттер уççи парса саламларĕç.
Э.МИХАЙЛОВА.