IMG 8835Июлĕн юлашки вырсарникунĕнче Вăрмар поселокĕнче, çавăн пекех районти кашни ял тăрăхĕнчех Тинĕс Çар Флочĕн кунне анлă паллă турĕç. Уяв ячĕпе Хуруй ялĕнче те асра юлакан савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

IMG 8782Тинĕс Çар Флочĕн ветеранĕсем тата çак ялта пурăнакан ытти çынсем палăртнă вăхăт тĕлне ялти тĕп урамра, моряк-салтаксене тата тинĕс пехотинецĕсене халалланă мемориал умĕнче туслăн пухăнчĕç. Аса илтеретпĕр, çак мемориала 2019 çулта торжествăлла лару-тăрура уçнă. Ырă ĕçе пуçараканĕ — Тинĕс Çар Флочĕн майорĕ, Хуруй ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Григорьевич Воронин. Вăл 33 çул флотра службăра пулнă, унăн мăшăрĕ, ывăлĕпе хĕрĕ тата кĕрĕвĕ те хăйсен пурнăçне Тинĕс Çар флотне халалланă. Асăннă уявра Анатолий Григорьевич хисеплĕ хăна пулчĕ.

Мероприяти Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсене итленинчен пуçланчĕ. «Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пирĕн флот тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ, тăшмана хирĕç тăрса çĕршыва хÿтĕленĕ», — терĕ уява ертсе пыракан Е.Александрова, Хуруй библиотекин заведующийĕ. Унтан, «На безымянной высоте» юрă янăранă май, Хуруй ачисем вăрçăри çăмăл мар вăхăтсене сăнласа сценка кăтарт­рĕç.

Пухăннисем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуçне хунă моряк-ентешĕсене — Иван Николаевич Николаева, Григорий Михеевич Михеева, Филипп Макарович Макарова — аса илчĕç. Паттăрсен ячĕсене хисеплесе шăплăх минучĕ пулчĕ.

Уяв ырă хыпарпа малалла тăсăлчĕ: Энĕшпуç ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе Тинĕс Çар Флочĕн майор­не Анатолий Григорьевич Воронина «Хуруй ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят пама йышăннă. Энĕш­пуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Яковлев Анатолий Григорьевича çак пулăмпа ăшшăн саламласа хĕр­лĕ хăю çыхса ячĕ, хисеплĕ ята тивĕçнине çирĕплетекен удос­товерени пачĕ, ял аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хутшăннăшăн тав турĕ. Хуруй ялĕнчи юнгăсем те саламлă сăмахсем каларĕç, юрăсемпе, сăвăсемпе савăнтарчĕç.

Уява килнисен умĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — райадминистраци ĕçĕсен управленийĕн управляющийĕ В.Александров, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров тата унăн заместителĕ А.Егоров, Тинĕс Çар Флочĕн ветеранĕ В.Николаев, «Свободный поиск» çарпа патриотизм шырав пĕрлешĕвĕн руководителĕ, тинĕс пехотин подполковникĕ А.Жилов тата ыттисем те тухса калаçрĕç, уяв ячĕпе саламларĕç. Çак праçникăн пĕлтерĕшĕ кашни морякшăн кăна мар, ытти çынсемшĕн те, аслисемпе ачасемшĕн те пысăк пулнине, Тинĕс Çар Флочĕ паянхи кун та Раççей хăватлăхĕн символĕ шутланнине палăртрĕç.

Унтан Хуруйсем пурте пĕрле тинĕс, патриотизм, паттăрлăх темипе юрăсем шăрантарчĕç, Тинĕс Çар Флочĕн ветеранĕсем ăмăртусем ирттерсе хăйсен хастарлăхне тĕрĕслерĕç, кайран вара пурте пĕрле сăн ÿкерттерчĕç. «Сывă пултăр Раççей Çар Тинĕс Флочĕ! Ура! Ура! Ура!» — кĕрлесе тăчĕ Хуруй ялĕ çийĕн.

Туслă та ырă кăмăллă халăх пурăнать Хуруй ялĕнче, ĕçре те, уявра пĕрле вĕсем.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика