gasРеспубликăра пурăнакансем уйрăм çуртсене çутçанталăк газĕ кĕртнĕ чухне патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе уйрăм çурт­сене газификациленĕ чухне кăвак çулăма çĕр участокĕ таран тÿлевсĕр çитермелли ятарлă программа ĕçлесе кайнă, вăл 2023 çулччен газлă вырăнсенче пурнăçланĕ. Уйрăм çуртсене газификацилесси политика партийĕн «Хула тăрăхĕ» проекчĕ шайĕнче пулса пырать. «Эпир çурт-йĕр строительствине, коммуникаципе инфраструктурăна, шывпа тивĕçтерекен, шыв илсе тухакан тытăмсене аталантарасси, халăх пурăнакан вырăнсене газификацилесси çине тимлĕх уйăратпăр!», - тенĕ «Единая Россия» политика партийĕн халăх программинче. Пур регионсене те газификацилесе пĕтересси — уйрăм çурт вырнаçнă çĕр участокĕ таранччен кăвак çулăма тÿлевсĕр илсе çитересси — 2030 çул тĕлне вĕçленмелле.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çак пулăшу программипе усă курас текенсенчен 4 пин заявка йышăннă, 3,5 пин килĕшÿ тунă, 2,5 пин завяка пурнăçланă, 1000 ытла çĕр участокĕ патне газ илсе çитернĕ. Çак шутра Вăрмар районĕнче пурăнакансем те патшалăх пулăшăвĕпе активлă усă кураççĕ. Кăçал район çыннисемпе 195 килĕшÿ тунă, çак шутра 90 ытла уйрăм çурт участокĕ патне газ илсе çитернĕ. Çак кунсенче акă Энтрияль ялĕнчи Филипповсен килне те кăвак çулăм илсе çитермелли ĕçсене пурнăçларĕç Вăрмарти газосварщиксемпе слесарьсем /ÿкерчĕк çинче\. Вĕсен йышĕнче Александр Кузьминпа Алексей Николаев электрогазосварщиксем, Владимир Федоров, Владислав Михайлов, Павел Филиппов слесарьсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Вăрмарти газ учас­токĕн мастерĕ Алексей Иванович Романов кунти ĕçсене йĕркелесе тăрать. «Тăрăшса ĕçлеççĕ коллективра, кунне 5-6 çурт патне çитеретпĕр газ пăрăхĕсене», - пĕлтерет Алексей Иванович.

Уйрăм çуртсене газификацилес текенсен заявкăна «Газпром газораспределение Чебоксары» АО сай­чĕ урлă, «Шупашкарти газ валеçекен Газпром» акционерлă обществăн 14 газ участокĕнче, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплă обществăн офисĕнче, газпа тивĕçтерекен 26 абонент пунк­тĕнче, газификацин пĕрлехи операторĕн порталĕ, нумай функциллĕ центр урлă, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă пама пулать.

Газификацилесси республикипе ÿссех пырать. Чăваш Енре газ кĕрт­нĕ чухне патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултаракансен списокне анлăлатнă. Çапла майпа ку çăмăллăхпа малашне Донецк, Луганск халăх Республикисенчи, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисем те усă кураяççĕ.

А.АРТЮКОВА, райадминистрацин строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ – тĕп архитекторĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика